Катышев Алексей Юрьевич

Алексе́й Ю́рьевич Ка́тышев (1949 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ, Донецк облаҫӗ[d] — 2006 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ, Ялта, Украина) — совет саманин актёрӗ, Александр Роу режиссёрӑн икӗ юмах-фильмӗнче ырӑ каччӑн рольне выляса палӑрнӑ[2].

Пурнӑҫӗ

Вӑл 1949 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче Сталино облаҫӗнче (халӗ Донецк облаҫӗ) ҫуралнӑ[2].

1964 ҫулта Ялти киностудире сасӑ режиссёрӗсен курсне вӗренсе пӗтернӗ те унтах ӗҫлеме пуҫланӑ. 1968 ҫултанпа Александр Роу фильмӗсенче тӗп рольсене вылянӑ. Режиссёр Алексея киностудире асӑрханӑ, унӑн куҫӗсене килӗштерсе «Вут, шыв тата… пӑхӑр пӑрӑхсем» фильма пробасӑрах ҫирӗплетнӗ[3]. Фильмра ӳкерӗнсе пӗтнӗ хыҫҫӑнах Алексея Инҫет Тухӑҫа (Тинӗсҫум крайӗ) ҫара илсе кайнӑ. Кайран ӑна «Варвара-чиперкке, вӑрӑм ҫӳҫ» фильмра выляма Ленинграда куҫарнӑ[4].

1973 ҫулта Александр Роу вилнӗ хыҫҫӑн Катышева кинона чӗнме пӑрахнӑ, вӑл эпизодсенче кӑна ӳкерӗннӗ. 1974 ҫулта Ялтӑри 62-мӗш автобазӑна сӗт турттаракан машинӑн шофёрӗ пулса ӗҫе вырнаҫнӑ, унта 1990-мӗш ҫулсемччен тӑрӑшнӑ[2]. Автобаза хупӑннӑ хыҫҫӑн грузчикра ӗҫленӗ, кайран ӗҫсӗр юлнӑ[5].

Харкам пурнӑҫӗ

19 ҫулта Ирина ятлӑ хӗрпе авланнӑ. Вӗсен пӗрремӗш хӗрӗ ҫуралсанах вилнӗ. Кайран арӑмӗ Оксана ятлӑ хӗр, ун хыҫҫӑн тата икӗ хӗр ача ҫуратнӑ[2].

Алексей эрехпе иртӗхме пуҫланипе ӗҫсӗр юлнӑ, ҫемье пурнӑҫӗ арканнӑ[2]. 28 ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлнӑ. Пиччӗшӗ ашшӗ-амӑшӗн хваттерне сутнине пула тата арӑмӗ Алексея прописка туса паманнипе вӑл кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ[6]. Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче вӑл Ялтӑри киностудире ӗҫлекен Марина ятлӑ тахҫан паллашнӑ ҫынпа пӗрле пурӑннӑ[7].

Вилӗмӗ

2006 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Катышева хытӑ хӗненӗ хыҫҫӑн Ялтӑри больницӑна илсе пынӑ. Унччен икӗ эрне маларах Алексея ӳсӗр ҫамрӑксем хӗненӗ. Тухтӑрсем унӑн ӳпкепе чӗре чирӗсене тупса палӑртнӑ, ҫавна пула сепсис пуҫланнӑ.

Алексей Катышев 2006 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче вилнӗ[8]. Ӑна Ялтӑри масарта пытарнӑ.

2025 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче «Малахов» кӑларӑмра Ялтӑри кивӗ масар ҫинчи актёрӑн пӑрахӑҫа тухнӑ вилтӑприне кӑтартнӑ (ҫӗрсе пӗтнӗ хӗрес кӑна сыхланса юлнӑ)[9].

Фильмографи

Ҫул Ячӗ Роль
1965 ф Ҫиччӗрен вуниккӗччен эпизодлӑ
1968 ф Огонь, вода и… медные трубы Вася
1969 ф Варвара-краса, длинная коса Андрей, пулӑҫ ывӑлӗ
1971 ф Ҫурхи юмах Лель
1973 ф Витя, Маша тата тинӗс пехоти ҫинчен тинӗс пехотин ҫар ҫынни

Документалистика — «Актёры одной роли», 2008 ҫ. Режиссёр — Георгий Ананов. Производство — «Профи ТВ».

Ӑнлантарусем

  1. ^ выгрузка данных Freebase — Google.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Катышев Алексей - Биография - Актеры советского и российского кино. rusactors.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  3. ^ Алексей Катышев: трагедия «доброго молодца». Улин. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
  4. ^ Алексей Катышев: трагическая судьба знаменитого героя советских сказок. Zobxan. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
  5. ^ Алексей Катышев: трагическая судьба знаменитого героя советских сказок. Stena.ee. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
  6. ^ Почему «золотоволосый Иван-царевич» из сказок Роу умер нищим и бездомным. Новостной очаг. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
  7. ^ Личная жизнь Алексея Катышева: жена Ирина. wellnesso.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.
  8. ^ В Ялте скончался актёр Алексей Катышев. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
  9. ^ Команда Малахова нашла заброшенную могилу актера Катышева в Ялте. NCrim.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем