Кацукава Сюнсё
Кун-ҫулӗ
Сюнсё самурайсен несӗлӗ пулнӑ. Вӑл Эдо хулинче (хальхи Токио) пурӑнса ӳнер ӗҫӗнче вӑй хунӑ.
Малтан Сюнсё сӑрӑ-ӳнер ӗҫне Сюнсуй Миягава тата Ко Сюкоку ӑстасенчен вӗреннӗ, кайран ксилографи ӗҫне иленнӗ. Кацукава хӑйӗн реализм шкулне никӗсленӗ. Вӑл кабуки театрӑн актёрӗсен, куртизанкасен, сумо кӗрешевҫӗсен, ҫар ҫыннисен сӑнарӗсене хайланӑ.
Кацусика Хокусай унӑн вӗренекенӗсенчен пӗри пулнӑ.