Кашни каç вунпĕрте

«Кашни каç вунпĕрте» (выр. Каждый вечер в одиннадцать) — Самсон Самсонов режиссёр ӳнерленĕ совет илемлĕ фильмĕ. Фильм премьери 1969 çулхи аванăн 22-мĕшĕнче иртнĕ.

Фильм сценарине Эдвард Радзинский азербайджан çыравçин Анарăн «Эпĕ, эсĕ, вăл тата телефон» хайлавĕпе хатĕрленĕ.

Сюжет

Пĕррехинче каçхине, туссен компанинче каннă чухне, Стас йăпанас шухăшпа, туссем сĕннĕ номерпе, вĕсем «хĕрарăм хуравласан, ăна качча илетĕн» шутленипе çырлахса, телефонпа шăнкăравланă. Телефонра çепĕç сасăллă хĕрарăм сасси илтĕннĕ. Стас хăйĕн компанинче çакăн пирки пĕлтермен, анчах та каллех çав сасса илтес килнипе манса кайнă телефон номерне кашни тусĕнчен ыйтнă. Людмилăпа паллашăнсан, Стас вăл унăн ĕмĕтĕнчи хĕрарăм пулнине ăнланса илет.

Рольсенче

Пултарулăх ушкăнĕ

Литература

  • Зоркий А. Треугольник вдвоём, или Нечто о любви по телефону // Искусство кино. — 1969. — № 12. — .

Асăрхавсем

Каçăсем