Кети Топурия
Кети Топурия | |
---|---|
Ӳкерчĕк:A`Studio 6.jpg | |
Тӗп информаци | |
Тулли ячӗ | |
Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1986 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ[1] (38 ҫулта) |
Ҫуралнӑ вырӑн | |
Патшалӑх | |
Профессисем | Раççей, Грузи юрăçи |
Ӗҫӗ-хӗлӗн ҫулӗсем | 2005 — хальхи вӑхӑт |
Юрӑ сасси | контральто[d] |
Инструментсем | Вокал |
Жанрсем | Поп |
Ушкӑнсем | А’Студио (2005-па) |
![]() |
Ке́ти Топурия (Кетеван Андреевна Топурия, груз. ქეთა (ქეთევან) თოფურია; авӑн, 9, 1986, Тбилиси, Грузи ССР[2]) — грузин тата раççей юрăçи, «А’Студио» группăн вокалисчĕ.
Биографи
Ашшĕ — Андро Ираклиевич Санодзе (Топурия, кайран амăшĕн хушаматне илнĕ), профессипе çурт-йĕр тăвакан архитектор. Темиçе хутчен те вĕлернĕшĕн, çаратнăшăн, пăшала тата наркотика усранăшăн тĕрмере ларнă. 2010 çулта колонире пурнăçне вĕçленĕ. Амăшĕ — Наталья Топурия — инженер-химик.
Кетеван ачаранах мусăкпа хăтланнă. Юрă вĕнетӳçи, кӳршĕре пурăннăскер, хĕрача юрлама ăста пулнине асăрханă та вокалпа ĕçлеме сĕннĕ.
12 çулта «Море дружбы» тĕнчери конкурсра пĕрремĕш вырăна йышăннă, 14 çулта стала «Путь к звёздам» тĕнчери конкурсăн Гран-прине тивĕçнĕ. 2003 çулта Захарий Палиашвили мусăк вĕрентĕшне, вокал педагогĕ ĕçне алла илес тĕллевпе, кĕнĕ.
2003 çулта Кетеван Тбилиссири патшалăх университне психолог пулма вĕренме кĕнĕ, анчах та, «А’Студио» группăра Полина Гриффис вокалиста улăштарма килĕшнĕ те Мускава куçнă. «А’Студио» группи Тбилиссире гастролье пырсан Кети кандидатурине грузин продюсерĕ Нато Думбадзе сĕннĕ. 2005 çулхи пуш уйăхĕнче ăна «А’Студио» группăн çĕнĕ солисчĕ тесе пĕлтернĕ[3].
Харпăр пурнăç
2013 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнче Лев Гейхман усламçăна (1974 çур.) качча кайнă[4][5]. 2015 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче вĕсен Оливия хĕр пепке çуралнă[6][7].
2017 çулхи çăвăн 31-мĕшĕнче раççей МИХĕсем пĕлтернипе «А’Студио» солисчĕ хăйĕн упăшкипе пурăнмасть. Ун чухне МИХ Кети Топурия Гуф рэперпе еркĕшленсе пурăнать тесе сасă сарнă. Çапах та каярах прессăра, интернетре çакăн пирки сайра статья тухкаланă. Топурипе Гуф репер тĕнчери эрешре кун çути курсан, хăшпĕр хыпарсемпе, Кэти тата Лев уйрăлсах кайнă.[8]
Асăрхавсем
- ^ выгрузка данных Freebase — Google.
- ^ Кети Топурия: «Если я создам семью, то навсегда» // «Труд» № 110, 19 июня 2008
- ^ Кети Топурия // 7дней.ru
- ^ Кети Топурия вышла замуж // Starhit.ru — «СтарХит», 07.09.2013
- ^ Кети Топурия ждёт ребёнка
- ^ Кети Топурия впервые стала мамой! 7days.ru (16 Ҫӗртме уйӑхӗн 2015).
- ^ Кети Топурия показала первое фото дочери
- ^ http://e-gorlovka.com.ua/id/2017/solistka-astudio-keti-topuriya-bolshe-ne-zhivet-s-suprugom-512127.html 2018 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
- Официальный инстаграм Кети( ӗҫлемен каҫӑ)
- Официальный сайт группы A'Studio
- Кети Топурия // «Семь Дней»
- Репортаж с пляжа: Кети Топурия с дочерью Оливией 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
![]() | Ку статья ҫине РУВИКИ-нчи ытти статьясенчен лекме май ҫук. |