Ки

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Нинхурсак

Ки е Нинхурсак(«Вăрман тăвĕн хуçайкки») — шумер-аккад халаплăхĕнче — çĕр ама турри, малтан тӳпе аслă туррипе —Анупа — пĕрле пулнă, унтан вăл тӳпене çĕртен уйăракан сывлăш туррине — Энлиле çуратать.

Кун-çулĕ

Унăн этепĕ Шумерăн кай тапхăрĕнче анлă саралман пулнă. Сĕм авал патшасемпе тарăмсем ăна хăйсен амăшĕ вырăнне хунă. Нинхурсак тĕрлĕ ятпа паллă пулнă — Нинту («пурнăç панă ама»), Нинмах («аслă ама») тата ур., — авалхи турăсен ĕретĕнче Энкирен малта тăрать. Çак ама турă малтан Ки (çĕр) ятпа паллă пулнă, Ану (тӳпе) арăмĕ шутланнă, çаплах авалхи «турă-амăш» пĕлтерĕшĕ пулнă, пур чĕрĕне çуратакан ама, пулăхпа тухăçа хӳтĕлевçи шутланнă. Вăл — турăсен амăшĕ, унăн ĕренкисене чылай ама туррисенче тупма пулать. Нинхурсак этеме тăвас ĕçре çав тери паллă вырăн йышăнать. Каярах унăн этепне Инанн этепĕ улăштарать.


Wiki letter w.svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.