Кимия Юи
Кими́я Ю́и (яп. 油井 亀美也 Юи Кимия?) ( 1970 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ) — яппун вӗҫевҫӗ-сӑнавҫи, яппун вуннӑмӗш астронавчӗ (JAXA 5-мӗш наборĕ) тата тӗнчери 542-мӗш космонавт.
2015-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче "Союз ТМА-17М" пилотацилекен карапӑн экипажӗ шутӗнче Байконур космодромран Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗ патне старт илнӗ. МКС-а нумайлӑха вĕçсе кайнă астронавтсенчен Японин пиллӗкмӗш астронавчӗ пулса тӑнӑ. МКС-44/МКС-45 тӗп космос экспедицийӗсене хутшӑнаканӗ. Японин хӑй хӳтӗлевӗн Сывлӑш вӑйӗсен саппас полковникӗ.
Кун-çулĕ
Кимия Юи 1970 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче[1] Японири Нагано префектуринчи Каваками салинче, Сукэдзи (Sukeji) тата унӑн арӑмӗ Яэко (Yaeko) ҫемьинче ҫуралнӑ. Ашшӗ ывӑлне Кимия ят панӑ, унӑн пӗрремӗш иероглифӗ тимӗр шапа сӑмаха пӗлтерет, ывӑлӗ тӳсӗмлӗн, утӑм хыҫҫӑн утӑм туса хӑйӗн тӗллевӗ патне пытӑр тенӗ[2].
Японин Сывлӑш вӑйӗсенче çарта тăни
1988 ҫулта Наганора вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ та Японин Хӳтӗлев министерствин наци хӳтӗлев академийӗ ҫумӗнчи аслӑ ӑслӑлӑхпа инженери шкулне вӗренме кӗнӗ, ӑна 1992 ҫулхи пуш уйӑхӗнче пӗтернӗ. Машиностроени енӗпе ӑслӑлӑх бакалаврӗн степеньне илнӗ[3][4].
1992 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа Японин Сывлӑш вӑйӗсенче хӗсметре тӑнӑ. 1993 ҫулта ӑна иккӗмӗш лейтенант званине панӑ, Fuji T-3, Fuji T-1, Mitsubishi T-2 самолётсен пилочӗ пулса Японире тата T-38, T-38А самолётсен пилочӗ пулса АПШ Сывлӑш-ҫар вӑйӗсенче вӗҫме тытӑннӑ. 1996 ҫулта F-15 самолёт пилочӗ ячĕпе 204-мӗш эскадрильйӑна куҫарнӑ. 2000 ҫулта ӑна Японин Наци хӳтӗлев академине офицер-инструктора куҫарнӑ. 2002-2003 ҫулсенче вӗҫевҫӗ-испытательсене хатӗрлекен курсра, 2003—2004 ҫулсенче — вӗҫев йышӗн шкулӗнче командӑпа штаб курсӗсенче вӗреннӗ. 2004—2006 ҫулсенче Гифу префектурин Какамигахара хулинчи Гифу самооборона вӑйӗн базинче F-15 самолётӑн вӗҫевҫӗ-испытателӗ пулса ӗҫленӗ[2].
2006 ҫулта, Пӗрлешӗннӗ ҫарсен штаб колледжӗ (АПШ) ҫумӗнчи ҫарсен ӑрачӗпе пӗрле усӑ курмалли шкулта вӗренсе тухсан Пӗрлешӗннӗ штабӑн хире-хирӗҫ вӑйӑмне тивӗҫтермелли уйрӑма хӗсмет тухма янӑ. 2008 ҫулта ӑна полковник званине панӑ. Японин СҪВ Штабӗн хӳтӗлев программисене хатӗрлекен пайӗнче хӗсметре тӑнӑ. Юйӑн тӗрлӗ йышши вӗҫев аппарачӗсем ҫинче пӗтӗмӗшле вӗҫевӗ 2000 сехет ытла. 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче çартан отставкӑна тухнӑ[3].
Космоса хатӗрленни
2009 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче JAXA астронавчĕсен кандидачĕсем шутне суйланса илнӗ, ҫав ҫулах акан 1-мӗшӗнче штата кӗртнӗ, вара Цукуба хулинчи Япони космос центрӗнче космос хатӗрленӗвӗн курсне пуҫланӑ. Ҫурла уйӑхӗнче Хьюстона (Техас штачӗ, АПШ) командировкӑна en НАСА астронавчӗсемпе пӗрле[3] Линдон Джонсон ячӗллӗ Космос центрӗнче пĕтĕмĕшле космос хатӗрленӗвне иртме янӑ. 2011 ҫулхи утӑ уйăхĕн 25-мӗшӗнче пӗтӗмĕшле космос хатӗрленĕвне вӗҫлесе JAXA астронавчĕсен отрядне кӗнӗ те Пӗтӗм тӗнчери космос станцин астронавчӗн квалификацине илнӗ. 2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Атлантика океанӗ тӗпӗнче АПШ шывай лабораторинче иртнӗ НАСА 16-мӗш экспедицин 12 кунлӑх шывай экспериментне хутшӑннӑ[5]. 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче МКС-44/45 миссири экипаж членӗ пулма палăртнă, унӑн стартне 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче тума планланă[3].
2013 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ЦПКра хатӗрленме пуҫланӑ. «Союз ТМА-15М» космос карапӗн бортинженерӗн дублерĕ тата «Союз ТМА-17М» тӗп экипажӗн бортинженерӗ пулма ҫирӗплетнӗ[6].
2014 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен О. Д. Кононенко космонавтпа тата Ч. Линдгрен НАСА астронавчӗпе пӗрле вӑрманлӑ-шурлӑхлӑ вырӑнта хӗлле авариллӗ анса ларсан экипажпа мĕнле май килтермеллине кăтартакан автономиллӗ комплекслӑ тренировкăна хутшăннă[7]. 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Цукубскри космос центрӗнче Кибо япун модулӗн системисене тӗпчессипе космос хатӗрленӗвне малалла тӑснӑ[3].
2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнче, карап командирӗпе О. Кононенко космонавтпа тата бортинженерпа Ч. Линдгрен астронавтпа пӗрле МКС раҫҫей сегменчӗн тренажерӗ ҫинче экзамен тытса зачет илнӗ. Ноябрӗн 6-мӗшӗнче Ҫӑлтӑр хулинчи ведомствӑсен хушшинчи комисси ӑна «Союз ТМА-15М» карапӑн дублирующи экипажне бортинженер-1 пулма ҫирӗплетнӗ, чÿк уйăхĕн 22-мӗшӗнче Байконур космодромӗнче ҫак тивӗҫе Патшалӑх комиссийӗ ҫирӗплетнӗ. чÿк уйăхĕн 24-мӗшӗнче, космос карапӗ старт илнӗ вӑхӑтра, дублёр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ[3].
2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче космос карапӗн экипажӗ О. Кононенко, К. Юи тата Ч. Линдгрен йышӗнче Ю. А. Гагарин ячӗллӗ космонавтсене хатӗрлекен центрта комплекслӑ тренировкӑсем ирттерсе «Союз ТМА-М» тренажёрпа экзамена ӑнӑҫлӑ тытнӑ[3]. 2015 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Юи ведомствӑсен хушшинчи комисси йышӑнӑвӗпе Тӗнчери космос станцине черетлӗ экспедици экипажӗн йышне ҫирӗпленнӗ[8], 2015 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗнче «Союз ТМА-17» пилотланакан космос карапӗн тӗп экипажӗ Байконур космодрома ҫитнӗ, унта вӗҫеве хатӗрленнӗ. Утă уйăхĕн 21-мӗшӗнче К. Юи «Союз ТМА-17М» тӗп экипажĕн бортинженер-1 ҫирӗпленнӗ[9][3].
Космоса вӗҫни
«Союз ТМА-17М» космос карапне хута яма чи малтан 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне палӑртса хунӑ. Анчах та раҫҫей ракета-носителӗсене ӑнӑҫсӑр ӗҫе янӑ хыҫҫӑн 2015 ҫулхи ҫуркунне «Союз ТМА-17М» стартне 2015 ҫулхи утӑ уйӑхне куҫарма йышӑннӑ[10].
Вӗҫев 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Союз ТМА-17М» карап экипажӗ О. Кононенко карап командирĕн, Ч. Линдгрен тата К. Юи бортинженерсен йышĕнче мускав вăхăчĕпе 00 сехет те 03 минутра Байконур космодромран МКС-а старт илнĕ. МКС ҫывӑхне ултӑ сехетлӗ кӗске схемӑпа вӗҫсе çитнĕ[11][12]. Старт хыҫҫӑн 5 сехет те 42 минутран карапа автоматлӑ режимпа Раҫҫей МКС сегменчӗн «Шуҫӑм» (МИМ1) пӗчӗк тӗпчев модулӗ ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ[3].
К. Юи Космос миссине МКС-ра пилӗк уйӑхлӑха шутласа хунă илнӗ, ҫав хушӑра вӑл тĕрлĕ ӑслӑлӑх эксперименчӗсене хутшӑнӗ. 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл HTV «Конотори-5» яппун тиев карапне МКС-па тĕл пултарнă[13]. CALET япони оборудованийӗ ҫинче пысӑк атом массин тата энергин пӗрчисене пайӑркалассине тӗпчекен эксперимент (тӗттӗм материе тӗпчекен эксперимент) ирттерме палӑртнӑ. Кибо япони экспериментлӑ модулӗнче пӗрремӗш хут К. Юи астронавт шӑшисемпе усӑ курса опытсем ирттерме палӑртать[14].
- Статистика[15]
| # | Старт карапĕ | Старт | Экспедици | Корабль анса ларни | Анса ларни | Вĕçев | Уçă космоса тухни | Уçă космосри вăхăт |
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1 | Союз ТМА-17М | 22.07.2015, 21:02 UTC | МКС-44 / МКС-45 | Союз ТМА-17М | 11.12.2015, 13:12 UTC | 141 талăк та 16 сехет те 09 минут | 0 | 0 |
| 141 талăк та 16 сехет те 09 минут | 0 | 0 | ||||||
Ҫемье, йăпану, хобби
Ăнлантарусем
- ^ Кимия Юи. Биография (англ.). НАСА (16 кӑрлачӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Норикадзу Тиба. Астронавт Кимия Юи: мечты сбываются. inosmi.ru ("Mainichi", Япония) (23 утӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Юи Кимия. Биография. Сайт «Космическая энциклопедия». Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Международная космическая станция. Союз ТМА-17М. — ООО Издательство «Рестар», 2015. — С. 22—25. — 124 с.
- ^ The NEEMO Mission Management and Topside Support Team. NEEMO 16 Mission Day 1 - Status Report (PDF). NASA (11 ҫӗртмен 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Астронавт ДжАКСА приступил в ЦПК к подготовке к космическому полёту. Центр подготовки космонавтов имени Ю. А. Гагарина (11 нарӑсӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Испытание холодом. Центр подготовки космонавтов имени Ю. А. Гагарина (20 кӑрлачӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Роскосмос: Межведомственная комиссия утвердила состав экипажа очередной экспедиции на МКС. Роскосмос (8 утӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Роскосмос: экипажи миссии 44/45 прибыли на Байконур. Роскосмос (10 утӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Орбиту полета МКС увеличили на 2,1 км, ТАСС (2015-07-10). 2020 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2015 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Soyuz TMA-17M successfully docks to ISS (акăлч.), NASA Spaceflight.com (2015-07-23). 2015 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2015 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Ракета «Союз-ФГ» с кораблем «Союз ТМА-17М» стартовала с космодрома Байконур, Lenta.ru (2015-07-23). 2015 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2015 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Запуск к МКС японского грузовика «Конотори-5» назначен на 16 августа. РИАНовости (9 ҫӗртмен 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Норикадзу Тиба. Космонавт Юи и МКС: большие надежды. inosmi.ru ("Mainichi", Япония) (20 утӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ Statistics - Yui Kimiya (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Кимия Юи. Биография. Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Кимия Юи. Биографи (англ.). JAXA (2007). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
- Кимия Юи мкс-ра вӗҫекен пиллĕкмĕш япони астронавчӗ пулса тӑрать. РИА Новости (5 юпан 2012). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- «Союз ТМА — 17М» Экипаж Байконурта (видео). Роскосмос телестудийĕ (17 утӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.