Китай историйӗ
Ӳкерчĕк:Territories of Dynasties in China (ru).gif
Китай кун-ҫулӗнчи тӗрлӗ тапхӑрсенче тӗрлӗ династисем йышӑннӑ ҫӗрсем.
Китай кун-ҫулӗн аталанӑвӗ — тӗнчери чи аваллисенчен пӗри. Китай ӑсчахӗсем тӑрӑх, унӑн ҫулӗсем пилӗк пин ҫул пулма пултараҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах пур ҫырулӑх ҫӑлкуҫӗсем 3500 ҫултан кая мар пулаҫҫӗ. Географи енчен илсен, Китай Хуанхэ тата Янцзы юханшывӗсем ҫинче вырнаҫни Китай хуҫалӑхне аталанма май панӑ, Конфуци вӗрентӗвне кӗртни (Пирĕн эрăччен I ĕмĕр) тата пӗрлешӳллӗ ҫыру системине йышӑнса ҫирӗплетни Китай кун-ҫулӗн аталанӑвне татах вӑйлатнӑ.
Кӑсӑк та пуян кун-ҫул тапхӑрсем хушшинчи пулу-иртӳсене арпашуллӑ-пӑтрашуллӑ ӑнланмалла ан пултӑр тесе, ҫакӑн пек йӑла-йӗркеллӗ хань историографийӗпе усӑ кураҫҫӗ:
- Ӗмпӳсӗр Китай (Ся, Шан, Чжоу — до 221 до н. э.)
- Ӗмпӳллӗ Китай (Цинь — Цин)
- Ҫӗнӗ Китай (1911 — хальх.)