Китлĕр капут!

«Китлĕр капут!» (выр. Гитлер капут!) — раççейĕн 2008 çулхи камит фильмĕ. Премьера 2008 çулхи авăнăн 18-мĕшĕнче иртнĕ.

Сюжет

Вырăс супер-агенчĕ — çав тери вăрттăн шпион Шура Осечкин (Павел Деревянко), вăлах СС штандартенфюрерĕ Олаф Шуренберг, хăйне пач шеллемесĕр, никама уямасăр Китлĕр (Михаил Крылов) ставкинче пăсăк ĕçсене туса пырать. Вăрçă кĕç-вĕç пĕтмелле, çакна ĕнтĕ, фанат-фюрерпа шикленӳллĕ Мюллерсăр (Юрий Гальцев) пуçне, пурĕ те чухлаççĕ. Райхри ахаль ĕçтĕшсем мĕнпур япала çине алă сулнă — çирĕп шухăша путмасăр клубсенче аташса çӳреççĕ. Шуренберг килте тунсăхласа ларать, 007-Штрассе çинчи хăйĕн çуртĕнче вăрттăн пахча-çимĕç ӳстерет.

Центртан хушнă ĕç ун çине маччаран ӳкнĕ пекех пулса тăрать — пулăшма куç илмесĕр пăхмалла çĕнĕ хĕр-радиста Зинăна (Анна Семенович) ярса параççĕ. Çак хастар юлташпа вăрçă кĕрленĕ пирки те манма пулĕ! Анчах та тивĕçлĕх пуринчен те малта: Тăван Ене таврăнса пĕрле ăраскал тупас тесен, Шуренбергпа Зинăн юлашки çав тери кирлĕ операцие ирттермелле.

Рольсене сăнарланă

Парнесемпе чыславсем

Фактсем

  • Фильм тухнă хыççăн пресса питĕ хытă тиркенĕ[2], çаплах официаллă питсем фильмра моральпе этика виçине пăснине, фильмăн сюжечĕ çуккине асăрхаттарнă[3].
  • Фильма Львовра çапса ӳкернĕ.

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем

Wikiquote-logo.svg
Викицитатникре çак темăпа страница пур
Китлĕр капут!