Классикăлла механика
Классикăлла механика — пысăк ĕскер (макроĕскер) çутăн вакуумри хăвăртлăхĕнчен чылай пĕчĕкрех хăвăртлăхпа еплерех куçнин йĕркисене, саккунĕсене тĕпчет[1]. Тепĕр чухне хăнахнă майпа Ньютон механики теççĕ. Анчах та Ньютон саккунĕсем кун пек системăна ăславламалли пĕр меслет çеç. Ытти меслетсем те пур (чăн та, вĕсем ахаль çынсемшĕн питех паллă мар). Классикăлла механикăна майлаштармалли ак çакăн пек никĕслевсем (математикăлла модельсем) пур:
- Ньютон саккунĕсем.
- Лагранж формализмĕ.
- Гамильтон формализмĕ.
- Гамильтон-Якоби формализмĕ.
Çавна май Ньютон механики[2], Лагранж Механики[2], Гамильтон механики[3], Гамильтон-Якоби механики[4] пирки калаçма май пур. Вĕсем пурте классикăлла механикăн уйрăм палăрамĕсем пулса тăраççĕ.
Классикăлла мар механикăсем
- Квантла механика.
- Релятивизмла механика.
Асăрхавсем
- ^ Физические основы классической механики
- ^ 1 тата 2 Оливер О'Рейли. Курс динамики для инженеров: единый подход к механике Ньютона-Эйлера и механике Лагранжа.( ӗҫлемен каҫӑ)- М.-Ижевск: НИЦ «Регулярная и хаотическая динамика», Ижевский инстиrут компьютерных исследований, 2011.- 504 с.
- ^ Трещев Д.В. Гамильтонова механика
- ^ Опираясь на механику Гамильтона-Якоби...