Коитиро Мацуура
Коитиро Мацуура (1937 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ, Токио) — 1999—2009 ҫулсенче ЮНЕСКО тӗп директорӗн вырӑнне йышӑннӑскер.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Токио университечӗн юридици факультетӗнче (1959) тата Хэйверфорд колледжӗн экономика факультетӗнче (АПШ, Пенсильвани, 1961) пӗлӳ илнӗ. Дипломат пулса ӗҫленӗ, 1992—1994 ҫулсенче Японин ютҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
1999 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче ЮНЕСКО-н тӗп директорне суйланӑ (чӳкӗн 15-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ). Шучӗпе ҫак пӗтӗм тӗнчери организацин тӑххӑрмӗш ертӳҫи тата ҫак вырӑна йышӑннӑ Азири ҫӗршывсенчи пӗрремӗш элчи пулса тӑнӑ. 2005 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче ЮНЕСКО-н тӗп директорне 4 ҫуллӑха ҫӗнӗрен суйланӑ.
ООН резолюцийӗ (53/15) ҫапла пӗлтерет: 2000 — Тӗнчери тӗнче культурин ҫулталӑкӗ. 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Коитиро Мацуура Пӗтӗм тӗнчери Дельфи Канашне хӑйӗн салам сӑмахне янӑ, унта Дельфи вӑййисене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнине ырлани пирки палӑртнӑ[3].
2008 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче РУДН-па ҫыхӑнӑвусене ҫирӗплетнӗшӗн Коитиро Мацуррӑна Раҫҫей халӑхсен туслӑхӗн университечӗн хисеплӗ докторӗ ятпа чысланӑ[4].
Чысланисем тата хисеплӗ ятсем
- Литвари Гядиминас Аслӑ кнеҫ орденӗн Мӑн хӗресӗн кавалерӗ (Литва, 2001 ҫулхи акан 23-мӗшӗ) — тӗнчери демократипе тӳсӗмлӗхе малалла аталантарас тата патшалӑхсемпе халӑхсен хушшинчи культура ҫыхӑнӑвне йӗркелес енӗпе вӑй хунӑшӑн[5].
- Тава тивӗҫлӗ ӗҫен орденӗн ҫӑлтӑрӗллӗ Командор Хӗресӗ (Венгри, 2002).
- «Данакер» орден (Киргизи, 2002 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ) — Кӑркӑсстанри вӗрентӳ, ӑслӑлӑх тата культура ӗҫне аталантарассинче уйрӑмах палӑрнӑшӑн, Бишкек сӑрт-ту саммитне ирттерме пулӑшнӑшӑн[6].
- М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн хисеплӗ докторӗ (2003)[7].
- «Слава» орден (Азербайджан, 2005 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ) — Пӗрлешӗннӗ Нацисен Организацийӗн вӗрентӳ, ӑслӑлӑх тата культура ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен организацийӗпе (ЮНЕСКО) Азербайджан Республики хушшинчи ҫыхӑнусене аталантарас ӗҫре палӑрнӑшӑн[8].
- II степеньлӗ Ярослав Мудрый кнеҫ орденӗ (Украина, 2006 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ) — пӗтӗм тӗнчери культура эткерлӗхне упраса хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Украинӑпа ЮНЕСКО хушшинче интеллектуаллӑ сферӑра пӗрлехи ӗҫе аталантарнӑшӑн[9].
- «Поляр Ҫӑлтӑрӗ» орден (Якути, 2006 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ)[10].
- Туслӑх орденӗ (Раҫҫей, 2007 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ) — Раҫҫей Федерацийӗпе Пӗрлешӗннӗ Нацисен Организацийӗн вӗрентӳ, ӑслӑлӑх тата культура ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен организацийӗ (ЮНЕСКО) хушшинчи ҫыхӑнӑва пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[11].
- I степеньлӗ «Стара-планина» орден (Болгари, 2003 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ)[12].
- 2002 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери «Цивилизацисен диалогӗ» премипе чысланӑ.
- Раҫҫей ӳнер академийӗн ют ҫӗршыври хисеплӗ пайташӗ[13].
- Тӗнче шайӗнчи «Ылтӑн чинар» преми (2011, Азербайджан).
Ӑнлантарусем
- ^ Kōichirō Matsuura // AlKindi (онлайн-каталог Доминиканского института востоковедения)
- ^ Koichiro Matsuura // Babelio (фр.) — 2007.
- ^ Фрагменты значительных приветствий(недоступная ссылка — история). // delphic.de. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи акан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Глава ЮНЕСКО стал почетным доктором РУДН. // vz.ru (10 ҫӗртмен 2008). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи акан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Dėl Koichiro Matsuura apdovanojimo Didžiojo Lietuvos Kunigaikščio Gedimino 1-ojo laipsnio ordinu , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчи копийӗ(лит.)
- ^ Указ Президента Кыргызской Республики от 29 октября 2002 года № 293 «О награждении орденом «Данакер» Мацууры Койчиро»
- ^ Московский университет. Ежегодник-2003 / Под общей ред. В. А. Садовничего и В. И. Ильченко. — Изд-во МГУ, 2005. — С. 197. — 816 с. — (Архив Московского университета). — 1000 экз. — ISBN 5-211-05127-0.
- ^ Распоряжение Президента Азербайджанской Республики от 23 августа 2005 года № 967 «О награждении Мацууры К. орденом «Слава». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента України № 273/2006 від 30 березня 2006 року «Про нагородження К.Мацуури орденом князя Ярослава Мудрого». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
- ^ Кавалеры ордена «Полярная Звезда» Республики Саха (Якутия) — Список награждённых. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 3 октября 2007 года № 1332 «О награждении орденом Дружбы Мацууры К.» Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Указ № 489 Обн. ДВ. бр.102 от 21 ноември 2003 г.
- ^ Состав РАХ. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.