Коити Ваката
Кои́ти Вака́та (яп. 若田 光一 Ваката Ко:ити?), (ҫур. 1963 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ[1][2], Омия[d], Сайтама[d]) — яппунсен тӑваттӑмӗш астронавчӗ, ДжАКСА офицерӗ (1992—2024), НАСА Спейс шаттлăн тӑватă миссийĕн ветеранӗ, Тӗнчери космос станцийӗнчи пилӗк экспедицие хутшӑннӑскер. МКС-ăн вӑтӑр тӑххӑрмӗш экипажӗн пӗрремӗш яппун командирӗ. 2024 ҫулхи ака уйӑхӗнчен — Axiom Space компанин Азипе Лӑпкӑ океан тӑрӑхӗн техника директорӗ (СТО).
Пурнӑҫӗ
Ваката 1963 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 1-мӗшӗнче Японири Сайтам префектурин Омия хулинче ҫуралнӑ. 1982 ҫулта патшалӑх вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1987 ҫулта Кюсю Университетӗнче аэронавтика енӗпе ăслăлăх бакалаврĕн степеньне тата 1989 ҫулта ҫав университетрах прикладной механика енӗпе магистр шайне илнӗ. 2004 ҫулта ракетӑпа космос машиностроенийĕ[3] енӗпе тухтӑр степенне илнӗ.
1989 ҫулта Japan Airlines авиакомпанире инженерта ӗҫлеме пуҫланӑ, унта Нарит хулин юсав управленинче виҫӗ уйӑх вӗреннӗ. 1991 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 1992 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен транспорт самолёчӗсен конструкци тĕрĕслĕхне тӗпченӗ, пӗтӗмӗшле илсен, тӗрлӗ йышши самолетсемпе 1100 сехет ытла вӗҫнӗ.
JAXA-ри карьера
1992 ҫулта Ваката HASDA астронавтсен отрядне тӑратнӑ кандидатсен ретне суйланнӑ. 1992 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1993 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Л. Джонсон ячĕпе хисепленекен Космос центрӗнче (НАСА-н 14-мĕш набор составĕнче) пӗтĕмĕшле космос хатӗрленӗвӗн ҫулталӑкри курсӗнче чатл[4] вӗҫевӗн специалисчӗн квалификацине илсе вĕренсе тухнă. Вӗренсе пĕтерсен астронавтсен уйрӑмне компьютерпа тивӗҫтермелли отделенине лартнӑ. 1994 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче STS-72 экипажне специалист вырăнне назначени панă. Хӑйӗн пӗрремӗш космос вӗҫевне 1996 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен 8 талӑк та 22 сехет хушши STS-72 йышӗнче Индевор ҫине вӗҫнӗ, ун вӑхӑтӗнче 1995-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче космоса кăларса янă 3,5 тонна туртакан «Спейс Флайер Юнитт» спутника тавӑрассипе робототехника операцисене тата Индевер миссийӗнче маларах хута янӑ «OAST-Flyer» наукӑпа тӗпчев спутникне кӑларас тата каялла тавӑрас операцине пурнӑҫланӑ.
МТКК манипулятор тытса пынӑ май Коити Ваката спутниксене ярса илсе вӗсене шатлӑн грузовой отсекне куҫарма май килтернĕ. Вӗҫеве тухиччен Шарипов Салижан Шакирович космоса вӗҫсе кайса килнисенчен чи ҫамрӑкки пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӗҫев вӑхӑтӗнче Даниэль Барри астронавтпа пӗрле космосра чатл борчӗ ҫинче Го вылянӑ пӗрремӗш ҫынсем пулса тӑнӑ, ҫавӑншӑн Барри яппунсен Го ассоциацийӗнчен иккӗмӗш дан илнӗ.
1996-1998 ҫулсенче ВКД отделенийĕн астронавтсен уйрӑмӗнче ӗҫленӗ. 1997 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче ISS-05-3A космос станцине пуҫтарас программӑпа STS-92 Дискавери экипажне назначени илнĕ, станцире пулса курма тÿр килнĕ пӗрремӗш яппун пулса тӑнӑ.
Иккӗмӗш космос вӗҫевӗ 2000 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗччен 12 талӑк та 21 сехет хушши Дискавери шаттлӗнче STS-92 составĕнче пулса иртнӗ, унта чатлӑн робот-манипуляторӗ пулӑшнипе Z-1 тӗрек сегменчӗн конструкцийӗсене тата РМК-3 МКС сыпăк узелне вырнаҫтармалли операцисене тытса пынӑ.
2002 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнчен пуҫласа авăн уйăхĕн 6-мĕшĕччен МКС станцине вӗҫмелли программӑпа Германире иртекен Европӑри астронавтсен центрĕнчи тренировкӑсене хутшӑннӑ.
2006 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче экстремаллӑ тавралӑхра (NEMO 10) операцисем тӑвакан НАСА миссине[5][6] хутшӑннӑ.
2006 ҫулта Ю. А. Гагарин ячĕллĕ РГНИИ ЦПК-ра МКС-ра вӑрах вӑхӑт вӗҫме хатĕрленнĕ хыççăн тата тата «Союз ТМА» карап системисене тӗпченĕ хыççăн малтан МКС-16 тӗп экипаж составне кӗртнӗ, ҫапах та каярах кӑларнӑ. 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 27-мӗшӗччен Салижан Шариповпа тата Соити Ногутипе пӗрле условлӑ экипаж йышӗнче чĕрĕ юлассипе çыхăннă тренировкӑсене хутшӑннӑ. 2007 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче 18-мӗш экспедицин тӗп экипажӗн бортиженерне лартнӑ.
Ваката МКС бортĕнче вӑрах экспедицин экипажӗ шутӗнче пӗрремӗш яппун пулса тӑрса виҫҫӗмӗш космос вӗҫевне 2009 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗччен пурнӑҫланӑ. Коити Ваката STS-119 MTKK «Дискавери» йышӗнче 2009 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче Сандра Магнус астронавтка вырӑнне МКС-ăн 18-мӗш экипажӗн бортинженерӗ пулса ҫак должноҫра 19-мӗш тата 20-мӗш экспедицире Тимоти Копра сменӑна киличчен юлнӑ. 2009 ҫулхи утӑ уйăхĕн 2-3-мӗшӗсенче бортинженер пулса пилотлакан Союз ТМА-14 карапне «Çăлтăр» служба модулӗн агрегат сыпăкӗнчен «Пирс» стыковочнăй сыпăкне престыковка тунине хутшӑннӑ[7].
2009 ҫулхи утӑ уйăхĕн 31-мӗшӗнче Коити Ҫӗр ҫине STS-127 «Эндевор» чатлпа таврӑннӑ.
Ваката тӑваттӑмӗш космос вӗҫевне 2013 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 2014 ҫулхи ҫу уйăхĕн 14-мӗшӗччен пурнӑҫланӑ. Коити Ваката ТМА-11М Союз йышӗнче МКС 38-мӗш экипажӗн бортинженерӗ пулса таврăннă, 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен МКС-39 экспедицин командирӗ пулса тӑнӑ, вӑл МКС экспедицин яппунсен пӗрремӗш астронавчӗ пулса тӑнӑ, тата Раҫҫей е американ экспедицисен командирӗсене шута илмесĕр — виҫҫӗмӗш командир пулнӑ. 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Коити Ҫӗр ҫине ТМА-11М Союзпа[8] таврӑннӑ.
Пиллӗкмӗш космос вӗҫевӗ. 2022 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче 19 сехет те 00 минут та 57 çеккунтра SpaceX Crew-5 миссин экипажӗн тата МКС-68/МКС-69 космос экспедицисен экипажӗн специалисчӗ пулса SpaceX компанин Crew Dragon ятлă американ нумай енлĕ харпăр космос карапӗпе Флоридăри Кеннеди ячӗллӗ Космос центрӗн 39А старт комплексӗнчен Falcon 9 йывӑр ракетӑпа усӑ курса Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗ патне вĕçсе кайнă. 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Коити Ваката тата Николь Манн астронавт iROSA Хӗвел панелӗсене вырнаçтарса лартма хатӗрлеме Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗн[9] тулаш ҫийӗнче монтаж ӗҫӗсене пурнӑҫлама уҫӑ космоса тухнӑ. Космоса тухни 7 сехет ытла тăсăлнă[10].
2023 çулхи нарăç уйăхĕн 2-мĕшĕнче Коити Ваката тата Николь Манн астронавтсем энергипе тивӗҫтермелли тытӑма модернизацилес тӗллевпе МКС тулаш çийĕнче монтаж ӗҫӗсене малалла тӑсма уҫӑ космоса иккĕмĕш хут тухнӑ. Ку туху 6 сехете ытла тăсăлнă[11].
2023 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗнче Мускав вӑхӑчӗпе 05:02-ре (EST вӑхӑтпа пушӑн 11-мӗшӗн 21:02) Crew Dragon-5 карап экипажпа пӗрле Флорида штатӑн ҫыранӗ патӗнче Мексика заливӗнче шыва анса ларнӑ. Пиллӗкмӗш вӗҫевӗн тӑршшӗ 157 талӑк тӑсӑлнӑ[12].
JAXA хыҫҫӑн
2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Коити Ваката 32 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Японири аэрокосмос тӗпчевӗсен агентствинче (JAXA) хӑйӗн карьерине вӗҫленӗ[13].
2024 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Axiom Space патшалӑхӑн мар космос компанийӗн Азипе Лӑпкӑ океан регионӗн астронавчӗ тата техника директорӗ (CTO) пулма ҫирӗплетнӗ.
Статистика[14]
| # | Старт карапĕ |
Старт, UTC | Экспедици | Анса лармалли карап |
Анса ларни, UTC | Вĕçев | Уҫӑ космоса тухни | Уçă космосри вăхăт |
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1 | Индевор STS-72 | 11.01.1996, 09:41 | STS-72 | Индевор STS-72 | 20.01.1996, 07:41 | 08 талăк та 22 сехет те 00 минут | 0 | 0 |
| 2 | Дискавери STS-92 | 11.10.2000, 23:17 | STS-92 | Дискавери STS-92 | 24.10.2000, 20:59 | 12 талăк та 21 сехет те 42 минут | 0 | 0 |
| 3 | Дискавери STS-119 | 15.03.2009, 23:43 | STS-119, МКС-18/19/20, STS-127 | Индевор STS-127 | 31.07.2009, 17:03 | 137 талăк та 15 сехет те 04 минут | 0 | 0 |
| 4 | Союз ТМА-11М | 07.11.2013, 04:14 | МКС-38/39 | Союз ТМА-11М | 14.05.2014, 01:58 | 187 суток 21 сехет те 44 минут | 0 | 0 |
| 5 | Crew Dragon SpaceX Crew-5 | 05.10.2022, 16:00 | SpaceX Crew-5, МКС-68/69 | SpaceX Crew-5 | 12.03.2023, 02:02 | 157 талӑк та 10 сехет те 02 минут | 2 | 14 сехет те 02 минут |
| 504 талăк та 18 сехет те 32 минут | 2 | 14 сехет те 02 минут | ||||||
Наградӑсем
- «Космос вӗҫевӗшӗн» медаль
- «Космоса тĕпчесе тава тивӗҫлӗ ӗҫленĕшĕн» медаль (2011 ҫулхи акан 12-мӗшӗ) — пилотируемăй космонавтика енӗпе тӗнчери килӗшӳлӗхе аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[15].
Харпӑр пурнӑҫ
Ăнлантарусем
- ^ 1, 2 http://iss.jaxa.jp/en/astro/biographies/wakata/index.html
- ^ 1, 2 Koichi Wakata // Архив изобразительного искусства — 2003.
- ^ Биография бортинженера КК “Союз ТМА-11М” Коити Вакаты. Журнал «Новости космонавтики» (7 чӳкӗн 2013). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
- ^ НАСА. NASA Biography Koichi Wakata. НАСА (2008). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
- ^ НАСА. NASA Uses Undersea Lab to Prep for Future Space Exploration (англ.). НАСА (2006). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
- ^ Технологии для работы на Луне и Марсе испытают в подводной лаборатории. РИА Новости (8 утӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
- ^ Союз ТМА-14 (2009). Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Союз ТМА-11М (2013). Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Пилотируемый корабль Crew Dragon-5 с космонавтом «Роскосмоса» в четверг состыкуется с МКС. interfax.ru (5 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Астронавты вернулись на борт МКС, выполнив монтажные работы. interfax.ru. 20 января 2023
- ^ Астронавты из США и Японии завершили выход в открытый космос. iz.ru. 3 февраля 2023
- ^ Корабль Crew Dragon с космонавтом Роскосмоса Кикиной приводнился у побережья США. ТАСС. 12 марта 2023.
- ^ Япония. Новости марта-апреля. Novosti-kosmonavtiki.ru. 2024.
- ^ 1, 2, 3 Statistics - Wakata Koichi (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 12 апреля 2011 года № 437 «О награждении медалью „За заслуги в освоении космоса“ иностранных граждан». Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи акан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.