Кола Бельды

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Кола Бельды
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Николай Иванович Бельды
Çуралнă вăхăт Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Вилнĕ вăхăт Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Вилнĕ вырăн Хабаровск, Раççей
Патшалăхсем СССР, Раççей
Професси юрăç
Жанрсем эстрада

Никола́й Ива́нович Бельды́ (Муха, Нанай районĕ, Инçет Хĕвелтухăç Ен — Бурят АССРĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ. Нанай халăх çынни.

Кун-çулĕ

Кола Бельды Хабаров Енĕн Нанай районĕнчи Муха ялĕнче, сунарçă çемьинче çуралнă. Ачалăхра нуша тӳснĕ. Ашшĕ вилсен амăшĕ тепре качча тухать, Колан урăх çемьере пурăнма тивет, çамрăк чуншăн çак пăтăрмах тарăн йĕр хăварать — тытăнса калаçма пуçлать. Тăван аппăшĕ — Пассар Надежда Петровна — Нанай районче, Троицкое ялĕнче пурăнать.

Шкул-интернатра вĕренсе çитĕнет, унтанах хăйне икĕ çул хушса Лăпкă океан флотне лекет. Корейăна ирĕке кăларас çапăçусене хутшăнать. Лăпкă океанăн ташăпа юрă ансамблĕнче пултарулăхне кăтартать. Экстер йĕркипе мусăк училищинчен вĕренсе тухса, Бельды Лăпкă океан флотĕнче тральщик çинче моторист-дизелист пулса хĕсметре тăрать.

Флот хĕсмечĕ хыççăн Кола Сарăту консерваторине ăсталăха ӳстерме кĕрет. Çав хушăрах станок тăвакан заводра, Сарăту драма театрĕнче ĕçлет. Пĕр вăхăт Воронеж вăрçă тăрăхĕн юрăпа ташă ансамблĕнче, кайран Калинин тата Хабаровск филармонисенче ĕçлет. 19591990 çулсенче — Пĕтĕм Раççейри концерт-гастроль пĕрлешĕвĕн, каярах Мусконцерчĕ ята куçарнăскерĕн солист-вокалисчĕ.

Пултарулăх

Бельды хевтеллĕ çулĕ кăсăк та ăнăçла пулнă. 1957 çулта вăл Мускаври Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕн лауреачĕ ятне тивĕçет.

1960 çултах Кола Бельды Пĕтĕм тĕнчери эстрада артисчĕсен конкурсĕн лауреачĕ пулса тăрать.

Юлашки çулĕсем

1990 çулта артист Мускавран тăван çĕрне — Хабаровска — куçса каять. Авланать. 1991 çулăн пуçламăшĕнче Елена хĕрача çуралать.

Кола Бельды 1993 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче çут тĕнчерен миокард инфарктне пула уйрăлса каять. Вил тăпри Хабаровск хулин çăвинче. Кола вилнĕ хыççăн унăн арăмĕ, ача-пăча поликлиникин тухтăрĕ, «Кола Бельды» этем пĕрлĕх фондне йĕркелет.

Каçăсем