Колин Арчер Чыслав Ăмăртăвĕ
Колин Арчер Чыслав Ăмăртăвĕ; Колин Арчер астăвăмĕн тĕнчери регата.
Çулталăкра иккĕ хутчен ирттереççĕ, чупăн маршручĕ Лауверсогĕнчен пуçласа норвегсен Ларвикне (тĕрĕссипе Ставерна) çити пырать. Тĕп курсĕпе тăршшĕ 365 яхăн тинес милĕ шутланать. Дистанци çанталăка пула вăтамран 3 - 5 талăк тăсăлать.
Регата кун-çулĕ
Пĕрремĕш регата яхтăсем Голландирен Норвегие çул тытаççĕ. 2008 çулта 14-мĕш регата иртнĕ.
Регатăра Голландирен, Норвегирен, Данирен, Германирен, Бельгирен, Раççейрен тата урăх патшалăхсенчен килнĕ яхтăсемпе экипажсем хутшăнаççĕ.
Эскадра йышĕ
Кашнинче регатăра 100 — 120 яхта ăмăртаççĕ. Мĕнпур яхтăна старта, кимĕ тăршшипе темиçе ушкăна уйăрса, старта яраççĕ. Уйрăммăн нумай корпуслă карапсем ăмăртаççĕ. Чи кĕске яхта 7.5 метртан ытла, шыва анса ларни 1 м ытларах пулмалла.
Каçăсем
- Регатăн официаллă сайчĕ 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
Çавăн пекех
- Арчер Колин
- Фрам
Ку парăс спорчĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |