Космонавтика


Космона́втика (от грек κόσμος Вселенная и ναυτική — искусство мореплавания, кораблевождение)— Ҫӗр атмосферин тулашӗнчи навигаци теорийӗ тата космос уҫлӑхне автоматлӑ тата пилотацилекен космос аппарачӗсем пулӑшнипе тӗпчеме тата алла илме пулӑшакан практика. Урӑхла каласан, вӑл космос вӗҫевӗсен науки тата технологийӗ[1].

Тӗнчери ӑслӑлӑха «космонавтика» термина 1933 ҫулта А. А. Штернфельд хӑйӗн «Введение в космонавтику» монографинче кӗртнӗ, ӑна 1933 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Варшава университетӗнче вуланӑ докладра палӑртнӑ. 1934 ҫулта унӑн ӗҫӗ, чи малтан франци чӗлхипе ҫырнӑскер (авторӗ Нанси университетӗнчен вӗренсе тухнӑ), франци астрономи пӗрлӗхӗн премине тивӗҫнӗ, 1937 ҫулта СССР-та кун ҫути курнӑ[2][3]. Ӑна вырӑсла куҫарас ӗҫе совет ракета техникин пионерӗсенчен пӗри Г. Э. Лангемак хутшӑннӑ[4].

Ракетостроени никӗсне XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Константин Циолковский, Робер Эсно-Пельтри, Герман Оберт тата Роберт Годдард хӑйсен ӗҫӗсенче хывнӑ. 1957 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче Ҫӗрӗн пӗрремӗш «Спутник-1» искусствӑллӑ спутникне Байконур космодромӗнчен вӗҫтерни — чи пысӑк палӑруллӑ самант пулса тӑнӑ.

Космонавтикӑна аталантармалли питӗ пысӑк ҫитӗнӳсемпе ӑнӑҫусем Совет космонавчӗ Юрий Алексеевич Гагаринӑн вӗҫевӗ хыҫҫӑн пулса иртнӗ. Космонавтика енӗпе тепӗр паллӑ пулӑм — 1969 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫынна Уйӑх ҫине антарса лартни — пулнӑ. Америка астронавчӗ Нил Армстронг Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫутҫанталӑк спутникӗн ҫийӗпе пӗрремӗш утӑмне ҫапларах сӑмахсемпе тунӑ: «Ку вӑл пӗр ҫыншӑн пӗчӗк утӑм, анчах пӗтӗм этемлӗхшӗн питӗ пысӑк сикӗм».

undefined

Этимологи

СССРта «космонавтика» термина вырӑсла 1937 ҫулта кӑларнӑ Ари Абрамович Штернфельдӑн «Космонавтикӑна кӗртни» ӗҫре ӑслӑлӑх ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. 1935 ҫулта вилнӗ К. Э. Циолковский ӑна хӑй пурӑннӑ чухне оригиналта вулама ӗлкӗрнӗ: ӑсчахсем пӗр-пӗрин патне ҫырусем ҫӳретнӗ, хӑйсен ӗҫӗсене ярса панӑ. Штернфельд тӑрӑшнипе вырӑс чӗлхине «космонавт» тата «космодром» сӑмахсем те кӗнӗ. СССРа Раҫҫей империн Калиш кӗпӗрнинче ҫуралса ӳснӗ Штернфельд ют ҫӗршыври Польшӑран 1935 ҫулта куҫса килнӗ, ҫав ҫулсенче «астронавтика» сӑмах формипе усӑ курнӑ, малтанлӑха ҫӗнӗлӗхе йышӑнман. Яков Перельман та Штернфельда «астронавтика», «астронавт», «ракетодром» текен ятсем вырӑнне неологизмсем шухӑшласа кӑларнишӗн ӳпкелешнӗ[5].

Сӑмахсарсенче «космонавтика» сӑмаха 1958 ҫултанпа палӑртнӑ[6]. Илемлӗ литературӑра «космонавт» сӑмах пӗрремӗш хут 1950 ҫулта Виктор Сапаринӑн «Ҫӗнӗ планетарин» фантастикӑлла повеҫӗнче кун ҫути курнӑ[6].

Пӗтӗмӗшле илсен, вырӑс чӗлхинче -навт,-навтик(а) хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатнӑ[6].

Космонавтика теори техника дисциплини пек

Космонавтикӑна ансӑр специализациленнӗ тема тесе шутлаҫҫӗ пулин те, ҫак сферӑра ӗҫлекен инженерсемпе ученӑйсен нумай облаҫри пӗлӳллӗ пулмалла. Космонавтика теори техника дисциплини пек ҫаксене кӗртет:

Истори

undefined
undefined

Космосри ҫулҫӳревсен шухӑшӗ тӗнчен гелиоцентрика тытӑмӗ тухнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ, ун чухне планетӑсем Ҫӗр евӗрлӗ объектсем пулни паллӑ пулнӑ, ҫапла вара, этем пӗтӗмӗшле вӗсене ҫитсе курма пултарнӑ. Уйӑх ҫинче ҫын пулни ҫинчен чи малтан Кеплер «Somnium» фантастикӑлла повеҫӗнче (1609 ҫырнӑ, 1634 пичетленсе тухнӑ) ҫырса кӑтартнӑ. Фантастикӑлла ҫулҫӳревсем ҫинчен Фрэнсис Годвин, Сирано де Бержерак тата ыттисем те ҫырса кӑтартнӑ.

Космонавтикӑн теори никӗсӗсене Исаак Ньютон 1687 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Математические начала натуральной философии» ӗҫӗнче хывнӑ. Космос уҫлӑхӗнче ӗскерсен куҫӑмне шутлас теорие Эйлерпа Лагранж та хӑйсен тӳпине кӗртнӗ.

Жюль Вернӑн «Ҫӗр ҫинчен Уйӑх ҫине» (1865) тата «Уйӑх тавра» (1869) романӗсем Ҫӗр ҫинчен Уйӑх ҫине вӗҫнине пӗлӗт механики енчен пӑхсан тӗрӗс ҫырса кӑтартаҫҫӗ, техника реализацийӗ унта куҫкӗретех уксахлать пулин те.

1881 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче Н. И. Кибальчич, тӗрмере пулнӑ май, космос вӗҫевӗсем тума пултаракан силленекен ҫуну камерипе вӗҫмелли ракета аппарачӗн идейине кӑларса тӑратнӑ. Вӑл алҫырӑва Наукӑсен академине пама ыйтнине следстви комиссийӗ тивӗҫтермен, проект пӗрремӗш хут 1918 ҫулта ҫеҫ «Былое» журналӑн 4—5 № пичетленнӗ.

XIX ӗмӗр вӗҫӗпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ «космонавтика пионерӗсен» (Циолковский, Цандер, Оберт, Годдард тата ыттисем те) ӗҫӗсемпе палӑрнӑ. Ракетӑсемпе космос вӗҫевӗсем валли тӗп меслет пек усӑ курни, шӗвек ракета двигателӗсемпе усӑ курни, йӑлана кӗнӗ ракета двигателӗсенчен чылай пысӑк удел импульсӗ, нумай сыпӑклӑ ракетӑсен кирлӗлӗхӗ. Космосри пурнӑҫ тивӗҫтерӗвӗн ыйтӑвӗсене, ҫын ҫине тиенсе йывӑрӑшсӑрлӑх витӗмне тӗпченӗ.

1920-мӗш — 1930-мӗш ҫулсенче шӗвӗ топливо ҫинче пӗрремӗш экспериментлӑ ракетӑсем тӑваҫҫӗ. Паллӑ прогресс «Фау-2» ракетӑна (1942 ҫулта пӗрремӗш хута яни) йӗркелени пулса тӑнӑ, вӑл малтанхисенчен чылай пысӑкрах пулнӑ кӑна мар, наведени системи те пулнӑ.

«Сивӗ вӑрҫӑ» вӑхӑтӗнче пысӑк ракетӑсене туса хуни ядерлӑ боеголовоксене илсе килмеллипе хавхалантарнӑ. Континент хушшинчи баллистика ракетисем Ҫӗрӗн пӗрремӗш искусствӑлла спутникӗсене хута ямалли мел пулса тӑнӑ та.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ EdwART. Астрономический словарь. — 2010.
  2. ^ l'Astronomie (фр.) 325–326 (Кӑрлач 1934). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
  3. ^ Sternfeld-1949.
  4. ^ Статья Эдуарда Вилля Георгий Лангемак — отец «Катюши»
  5. ^ Первушин А. И. «Красный космос. Звездные корабли Советской империи». М.: «Яуза», «Эксмо», 2007. ISBN 5-699-19622-6
  6. ^ 1, 2, 3 П. Я. Черных. «Историко-этимологический словарь современного русского языка», том 1. М.: «Русский язык», 1994. ISBN 5-200-02283-5
  7. ^ Lee Hutchinson. Firefly Space Systems charges full-speed toward low Earth orbit, Ars Technica (2014-11-30). 2014 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ.

Темӑпа ҫыхӑннисем