Географи
Кохтла-Ярве Эстонин çурçĕр-тухăçри, Таллинпа Нарва чукун çул çумĕнче. Лаптăкĕ — 46 тв. çм. Ултă пайран тăрать: Ахтме, Ярве, Кукрузе, Ору, Сомпа тата Вийвиконна. Ахтме пайĕ уесĕн кăнтăр енче ларать, ун шутне Ахтме, Пуру, Ийдла тата Таммику çĕрĕсем кĕреççĕ. Çĕр айĕнчен сланец упранăвĕсене тупса кăлараççĕ. Электростанци, стройматериалсен комбиначĕ Кивĕ Ахтме патĕнче вырнаçнă. Ахтмепе Йыхви хушшинче — Ийдла пурăну районĕ.