Краснов-Кĕçĕнни Григорий Иванович

Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович (1908 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ, Кипеккасси, Пăва районĕ1978 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, куҫаруҫи, СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1934)[1], Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хутшӑнннӑскер.

Пурнӑҫӗ

Григорий Иванович 1908 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин (халӗ Тутарстанӑн Пӑва районӗ) Кипеккасси ялӗнче ҫуралнӑ[2].

Шупашкарти чӑваш рабфакӗнче (1926–1928), Мускав патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче, Мускав кинематографи институчӗн сценари факультетӗнче (1936–1938) вӗреннӗ[1].

СССР халӑхӗсен Тӗп издательствин чӑваш секцин редакцийӗнче, «Тӑван Атӑл» журналӗн редакцийӗнче ӗҫленӗ[3].

1941 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. Пулемёт взвочӗн командирӗ пулса Волхов фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, Ленинград блокадине аркатнӑ ҫӗре хутшӑннӑ[1]. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче «Фронтовая правда» хаҫачӗн корреспонденчӗ пулса ӗҫлен[4].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн литература консультанчӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, «Тӑван Атӑл» альманах редакцийӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ[5].

1978 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта вилнӗ[6].

Ӗçĕсем

Пĕрремĕш сăввисем 1930 çулта хаçат-журналсенче пичетленнĕ[1]. Унăн 20 яхăн кĕнеки, 100 ытла статьи пичетленсе тухнă[2].

Кĕнекисем[6][5]:

  • «Çункав» (сăвăсемпе поэмăсем, 1932)
  • «Сăвăсем» (1934)
  • «Фашизма хирĕç фольклор» (1942)
  • «Ача-пăча сăввисем» (1944)
  • «Сарпулат çинчен хунă юрă» (сăвăллă юмах, 1946)
  • «Кĕсле» (сăвăсем, 1947; сăвăсемпе поэмăсем, 1960)
  • «Асамат çинчен хунă юрă» (поэма, 1956)
  • «Юлташсем» (повĕçсемпе калавсем, 1959)
  • «Виçĕ хĕр» (сăвăллă легенда, 1961)
  • «Кĕрхи çеçке» (повеçсем, 1962)
  • «Виçĕ тăван» (сăвăллă юмах, 1963)
  • «Пурçăн тутăр» (1969)
  • «Пурнăҫ çулӗпе» (1973)
  • «Кăвик, кăвакарчăн» (1975)
  • «Капăр Варвари» (1976)
  • «Ҫӑлкуҫ» (1978)
  • «Хурамал» (1979)

Куçару ĕçĕсем: Л. Толстойăн «Казаксем» повӗҫӗ, М. Шолоховăн «Лăпкă Дон» романĕн сыпăкĕсем, В. Маяковскипе С. Маршак сăввисем, Г. Низами хайлавĕсем[1].

Хисепӗсем

  • «Хисеп Палли» орден;
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль;
  • «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль;
  • «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–45 ҫҫ. аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 15:47 Чувашский прозаик и поэт Григорий Краснов-Кезенни (Краснов-Кӗҫӗнни) — участник боев по прорыву блокады Ленинграда (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (1 раштавӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Краснов-Кезенни Григорий Иванович (выр.). Официальный портал Республики Татарстан. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  3. ^ Краснов–Кезенни Григорий Иванович. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  4. ^ Пултаруллӑ та харсӑр ҫыравҫӑ. Кугöҫ библиотеки (6 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3 Краснов-Кезенни (Краснов-Кӗҫӗнни) Григорий Иванович (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.

Каçăсем