Краснов Вячеслав Николаевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Краснов Вячеслав Николаевич

Краснов Вячеслав Николаевич (Комсомольски районӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1961 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Улатӑр районӗнчи Суйкӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнчен (1983), Мари патшалӑх политехника институтӗнчен (1988) вӗренсе тухнӑ. Вӑрман хуҫалӑхӗнчи ӗҫ-хӗлне Канаш вӑрман хуҫалӑхӗнче 1991 ҫулта лесничи пулса пуҫланӑ, унтан ӑна Канаш участок лесничествин ертӳҫине лартнӑ. Общество пурнӑҫне хастар хутшӑнать, Уҫырма ял тӑрӑхӗн депутатне пӗрре мар суйланӑ, Зелёный посёлок старости пулса тӑрӑшать.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2020);
  • «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (1997).
  • Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑх агентствин Хисеп грамоти ( 2004);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2005);
  • Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти (2007);
  • Чӑваш Республикинчи Муниципалитетсен канашӗн Хисеп грамоти (2015);
  • Чӑваш Республикин Президенчӗн Тав хучӗ (2016).

Вуламалли

  • Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 159. — 168 с.

Каҫӑсем