Кристина Ферейра
Кристина Ферейра (ҫур. 1977 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ, Торриш-Ведраш[d]) — Португали телеертӳçи тата журналисчӗ[2].
Пурнӑҫӗ
Кристина Феррейра 1977 ҫулта Торриш-Ведрашра(выр.)чăв. ҫуралнӑ. Историк пулма вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул хушши шкулта ачасене истори вӗрентнӗ. Унтан вӑл хӑйне журналистикӑра тӗрӗслесе пӑхма шутланӑ, Лиссабонӑн Автономи университетӗнче коммуникаци ӑсталӑхне вӗреннӗ. Мануэль Луис Гоучпа Юлия Пиньейру патӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн телекуравра «Большой Братра» тата «Diário da Manhau» программӑра ӗҫлеме пуҫланӑ[3]. 2004–2018 ҫулсенче Гоучпа пӗрле вӑл «Você na TV!» ирхи ток-шоу ертсе пынӑ, 2012 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулччен — прайм-таймра тухакан «A Tua Cara Não Me é Estranha» шоуна. 2023 ҫулта TVI канала тытса тӑракан Media Capital компани ӑна Media Capital Digital ӗҫ тӑвакан директор вырӑнне лартнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл каналӑн вӑйӑ-кулӑпа ӳнер программисен директорӗ те пулнӑ[4].
Телекуравра ӗҫленисӗр пуҫне Кристина Феррейра ӑнӑҫлӑ предприниматель те шутланать. Малвейрӑра вӑл кӗпе-тумтир сутакан Casiraghi Forever лавкка никӗсленӗ[5]. 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Forbes(выр.)чăв. журнал ӑна Португалири хӑйӗн «Бизнесри чи сумлӑ ҫынсем» списокра иккӗмӗш вырӑна лартнӑ[6].
Телекарьери
- 2002 — Reporter in Olá Portugal
- 2003 — Big Brother - Extra
- 2003 — Reporter in Diário da Manhã
- 2004 — Você na TV!
- 2011 — Uma canção para ti IV
- 2012 — A tua cara não me é estranha (3-мӗш сезон)
- 2011—2013 — Somos Portugal
- 2015—2016 — Juntos, Fazemos a Festa
- 2015 — Cristina
- 2019—2020 — O Programa da Cristina
- 2021—2022 — Cristina ComVida
- 2022 — Big Brother Famosos 2022
- 2022 — Big Brother Famosos 2022 (2-мӗш сезон)
- 2023 — Big Brother 2023
- 2024 — Secret Story — Casa dos Segredos (8-мӗш сезон)
- 2025 — Secret Story — Casa dos Segredos (9-мӗш сезон)
Çемье
Вӑл Антонио Касинас футболиста качча кайнӑ. 2008 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче вӗсен ывӑл ҫуралнӑ, ӑна Тиаго ят панӑ. 2011 ҫулта Кристина Феррейра Касинаспа уйрӑлнӑ. 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл хӑйӗнчен 16 ҫул кӗҫӗнрех Жоау Монтейр теннисистпа савнилле ҫӳрени пирки паллӑ пулса тӑнӑ[7].
Ӑнлантарусем
- ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ Cristina Ferreira - apresentadora
- ^ O FUTURO NO FEMININO (2004-09-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
- ^ Cristina Ferreira nomeada administradora executiva da Media Capital Digital. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
- ^ Igreja Universal do Reino de Cristina. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
- ^ Peralta, Helena C.. Cristina Ferreira, a Poderosa do Entretenimento em Portugal - Forbes Portugal (2024-10-08). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
- ^ Cristina Ferreira assume namoro com João Monteiro (2024-01-19). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
Каçăсем
- Cristina Ferreira (акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Daily Cristina