Крокодилополь

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Хула ҫумӗнчи Аменемхет III пирамиди

Крокодилополь — (Κροκοδείλων πόλις, «шуса ҫӳрекенсен хули») — Авалхи Египетри Шедит хулин грек чӗлхинчи ячӗ, Карун кӳлли хӗрринче, Файюм оазисӗнче вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра унӑн вырӑнӗнче Эль-Файюм хула ҫумӗ — Киман-Фарис вырнаҫнӑ.

Птолемей II Филадельф Крокодилополь ятне улӑштарса Арсиноя ят панӑ, хӑйӗн аппӑшӗпе арӑмӗн Арсиноя II ятне панӑ. Христос тӗнӗ сарӑлнӑ май Арсиняра коптсен епископине никӗсленӗ.