Крым-утрав

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Крым-утрав
Остров Крым
Кăларăм
Жанр: Роман
Автор: Василий Аксёнов
Тăван чĕлхи: вырăс
Хайланă çул 1979
Пичетленĕ: «Ardis Publishing», 1981

«Крым-утрав» — Василий Аксёновăн фантастика романĕ. Ăна альтер-шăпине, географине каласа парать, жанрĕпе фантастика патнелле те, политика сатири еннелле те сулăнать, темелле.

Истори

Романа 1977—1979 çулсенче хайланă, хăшпĕр вăхăтра Коктебельте«Ardis Publishing» кăларăвăшĕнче 1981 çулта пичетленĕ.
Совет Союзĕнче «Крым-утрава» 1990 çулта «Юность» журналăн 1-5 номерĕсенче пичетленĕ хыççăн «çулталăкра пĕтĕм союзри бестселлер» пулса тăнăМихаил Златковскин ӳкерчĕкĕсемпе капăрлатнă. Каярах романа темиçе хутчен те автор редакцинче кăларнă.

Прозăç романа хăйĕн амăшне — Евгения Гинзбурга халалланă.

Cюжет

Паллă персонажсем

  • Раççей Федерацийĕ # Лучников Андрей Арсеньевич — «Пĕрлехи Шăпа Шухăшĕ» майлă шухăшли, «Русский Курьер» хаçатăн тĕп редакторĕ, кличка «Луч».
  • Пăрлак Харçине хутшăннăскер, çар врэвакуанчĕ, профессор-историк, миллионер, лаша ĕрчетекен, Андрей Лучниковăн ашшĕ.
  • Раççей Федерацийĕ Лучников Антон Андреевич — Андрей Лучниковăн ывăлĕ.
  • Совет Социализм Республикисен Союзĕ † Лунина Татьяна Никитична — спортсменка пулнăскер, телекуравра спорт комментаторĕ, Андрей Лучниковăн савни, Глеб Лунинăн арăмĕ.
  • ТК аппаратĕнчи Крым утравĕн кураторĕ, Лучников тусĕ.
  • вункĕрешӳçĕ пулнăскер, СССР Патспорткомитечĕн чиновникĕ, Татьяна Лунина упăшки, витлевĕ: «Суп».
  • Совет Социализм Республикисен Союзĕ Протопопов Тимофей Лукич — «чи çӳлти персона».
  • Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем † Кристина Парслей — Андрей Лучникова сыхлаканĕ, еркĕшĕ.

Асăрхавсем

  1. Евгений Ермолин Мечтатель на службе и в отставке. Журнал «Континент» №150 (2011). çăлкуçран архивланă 18 Ака уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 15 Ака уйӑхӗн 2013.
  2. ^ По словам Андрея Коровина, сопредседателя Оргкомитета Международного научно-творческого симпозиума «Волошинский сентябрь». Марина Саввиных В гостях у крымских аонид. «День и ночь» 2011, №5 (2011). — «свой знаменитый «Остров Крым» Василий Аксёнов написал здесь.»  Тĕрĕсленĕ 15 Ака уйӑхӗн 2013.
  3. Газета.ру (2009-07-06). çăлкуçран архивланă 18 Ака уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 15 Ака уйӑхӗн 2013.
  4. Лаборатория фантастики. Тĕрĕсленĕ 15 Ака уйӑхӗн 2013.

Каçăсем