Курак Иван Игнатьевич
Кураков Иван Игнатьевич (псевдонимӗ — Курак Иванӗ, 1889 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ, Чăваш Хăлатки, Сарăту кĕперни — 1942, Байрамали[d], Марыйская область[d]) — чӑваш сӑвӑҫи, прозаикӗ тата художникӗ, Граждан вӑрҫине хутшӑннӑскер[1].
Пурнӑҫӗ
Ҫӗнӗ Кулатка уесӗнчи (халӗ Чӗмпӗр облаҫӗнчи Кивӗ Кулатка районӗ) Калаткапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ[2][3][4].
Иван Кураков чиркӳ прихучӗн шкулне вӗренсе пӗтернӗ[1][2][3]. 1904–1907 ҫулсенче Аҫтӑрханти ӳнер шкулӗнче пӗлӳ илнӗ, пӗр вӑхӑт унтах художник пулса ӗҫленӗ[1][2][4]. 1911 ҫулта тӑван ялне таврӑннӑ, 1914–1918 ҫулсенче Илим-Гора ялӗнче (халӗ Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗ) ачасене ӳкерме вӗрентнӗ[1][2][4]. 1918–1920 ҫулсенчи Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ[1][2][3]. 1937 ҫулта Туркменине куҫса кайнӑ, Патшалӑх банкӗнче шутлавҫӑ пулса, Байрам-Али хулинче художник пулса ӗҫленӗ[2][4]. 1942 ҫулта Туркмен ССР-ӗнчи Байрам-Али станцинче вилнӗ[1][2].
Сӑвӑсем, калавсем тата пьесӑсем ҫырнӑ[1][2][3]. Унӑн хайлавӗсем «Чӑваш хресченӗ» хаҫатра, «Ӗҫлекенсен сасси» тата «Сунтал» журналсенче пичетленнӗ[1][2][3]. Сӑввисенче тӑван халӑха мухтанӑ[1][2], «Уҫтук» тата «Укахви» калавӗсенче чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпине ҫырса кӑтартнӑ[1][2].
Тӗп кӗнекисем
Ҫемйи
Иван Курак кил-йышӗнче пӗр ывӑл ҫеҫ пулнӑ. Унӑн ашшӗ 1911 ҫулта сарӑмсӑр вилнӗ. Поэтӑн арӑмӗ Домна ятлӑ пулнӑ (ӑна ялта Домна инке тесе чӗннӗ). Вӗсен икӗ ывӑл ҫитӗннӗ: Мишшапа Ванюк. В. Штурмин журналист аса илнӗ тӑрӑх, Домна инке упӑшки ҫырнӑ алҫырӑвӗсене сыхласа хӑварма тӑрӑшман: вӗсемпе сӗт чӳлмӗкӗсене хуплама е кӑвайт чӗртме усӑ курнӑ. Ҫакна пула поэтӑн чылай хайлавӗ (сӑвӑсем, калавсем тата пьесӑсем) вулакансем патне ҫитеймесӗр ҫухалнӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Курак Иван Игнатьевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15 Курак Иване (17.07.1889-1942). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 125 лет назад родился Кураков (Курак Иван) Иван Игнатьевич. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (17 утӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Курак Иване (Кураков Иван Игнатьевич). Литературная карта Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ М. Юрьев. Курак Иванӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул тултарнӑ май. Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.