Кӗмӗл тумлӑ ҫар
Кĕмĕл тумлă çар | |
Кĕмĕл тумлă çар | |
Жанр: | трагеди |
---|---|
Автор: | Марина Карягина |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | 2000-мĕш çулсем |
Пичетленĕ: | 2011 |
Уйрăм кăларăм: | 2012, 2017 |
Куçару: | вырăсла—1 (куçруçă — Марина Карягина[1]), вырăсла—2 (куçаруçă — Людмила Симонова[2]) акăлчанла (куçаруçă — Вячеслав Платонов[2]) |
Кӗмӗл тумлӑ ҫар — Марина Карягина (1969 çур.) 2000-мĕш çулсенче çырнă, 2011-мĕш çулта «Тăван Атăл» журналăн 3-мĕш номерӗнче пичетленсе тухнă литература хайлавӗ[3]. 2012 çулта уйрăм кăларăмăн[4], 2017 çулта виçĕ чĕлхепе (чăвашла, вырăсла, акăлчанла) уйрăм кĕнекен кун çути курнă[5].
Căвăлла трагеди çуралнин историйĕ
Паллах, эпир авторăн ăшчикне кĕрсе пăхаймастпăр. Вăл, автор, хăй каласа парсан çеç. Çав вăхăтрах куçкĕрет курăнса тăракан енсем пуррине те тунмалла мар.
Хайлавăн фольклорла никĕсĕ
Сăвăлла трагеди текстĕнче тĕл пулакан «ама çын» ăнлав, каламасăрах паллă, «амазон» тенине ятарласа «чăвашлатнипе» пулса кайнă. Кам чăн малтан ăсталанă çавна — паллă мар.
Чăваш халăх пултарулăхĕнче, фольклорĕнче Марина Карягина трагедине тĕрев парса тăракан енсем чăнах та пур. Çавна сумлă çăлкуçсемпе те çирĕплетме пулать.
Чăваш Юракка е Чумар ятлă хĕрарăм-çарпуç, чăваш, 1000 (пин) çул каялла пурăннă[6]:35. Кунашкал халапсене фольклористсем 1914-мĕш çулта çеç мар[7], 1974-мĕш çулта та çырса илнĕ[8]
Кунашкал сăнара Çуйăн Хĕветĕрĕ те хăй пухса майлаштарнă «Улăп» эпоса Юрекке ятпа кĕртнĕ[9].
Вăтам ĕмĕрсенчи картографсем Вăтам Атăл тăрăхĕнче, Сăр шывĕпе Атăл шывĕн малтанхи юханшыв ăна юхса кĕнĕ вырăнтан анатрахри пайĕ хушшинче, Амазони текен территорие кăтартаççĕ. Уйрăммăн илсен, лыттынь саспаллисемпе çырса кăтартнă ку территорие Фра-Мауро 1459-мĕш çулта ăсталанă карттă çинче тупма пулать[10].
Карттă çинче кăтартнă тата асăннă территорин тупсăмне халииччен те уçăмлатайман-ха темелле. Сăмах май каласан, «амазон» ăнлавăн тата пулăмăн тупсăмĕсем те историксемшĕн паллах мар.
Çавнашкал тупсăмсăрлăхсене кура, ирĕксĕрех, çаксене те чăваш фольклорĕпех çыхăнтарас хистевлĕ шухăшсем те çуралаççĕ.
В. Д. Димитриев шучĕпе, амазонсем евĕрлĕ хĕрарăм-паттăрсем, — татах та сĕм аваларахри матриархат тапхăрне шута илмесен, — Хура тинĕсрен пуçласа Кăнтăр Урал таранчченхи талккăшра пурăннă авалхи сарматсен пулнă. Çав сарматсен витĕмĕпе чăвашсем тата ытти халăхсем хушшиче те çавнашкал сюжетсем çуралма пултарнă[6]:35.
Трагеди театр сцени çинче
2010-мĕш çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăксен театрĕн сцени синче Марина Карягинан «Кĕмĕл тумлă çар» сăвăлла трагедийĕ тăрăх лартнă спектаклĕн премьери пулса иртнĕ[11].
Ытти ĕçтăвăмсем
2019-мĕш çулхи апрелĕн 7-мĕшĕччен (тĕп-тĕрĕс вăхăт паллă мар) Патăрьеленчи централизациленĕ библиотека Марина Карягинан «Кĕмĕл тумлă çар» хайлавĕ тăрăх ирттернă викторинан пĕтĕмлетĕвĕсене палăртнă[12].
Çавăн пекех пӑхӑр
Вуламалли
- «Чи ăста драматург - этем пурнăçне йĕркелекен Аслă Хăват» — Марина Карягина Альбина Юратуна панă интервью.
Ӑнлантарусем
- ^ Серебряное войско — Портал национальных культур.
- ^ 1 тата 2 Максимов, Николай. Пур халăхăн пĕр чĕлхе — Хыпар, 31 Çу, 2017
- ^ ОБЗОР ЖУРНАЛА "ТАВАН АТАЛ" №3 2011 Г. (ПРИЛОЖЕНИЕ - ЖУРНАЛ СУНТАЛ) — Национальная библиотека Чувашской Республики
- ^ Карягина, М. Ф. Кӗмӗл тумлӑ ҫар : [сӑвӑлла трагеди] / М. Ф. Карягина ; [Ю. Артемьев ум сӑмахӗ ; Н. М. Балтаев ӳнерҫӗ]. – Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2012. – 81, [2] с. : ил., портр.
- ^ СОСТОИТСЯ ПРЕЗЕНТАЦИЯ КНИГ МАРИНЫ КАРЯГИНОЙ — Национальная библиотека Чувашской Республики
- ^ 1 тата 2 Димитриев В. Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993, 446 с.
- ^ Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслав архивĕ (малалла: ЧПГИ ĂА), 1-мĕш уйрăм, 265-мĕш том, 205-211-мĕш стр. (Е. Александровăн 1914-мĕш çулхи çырсаилĕвĕ)
- ^ ЧПГИ ĂА, 3-мĕш уйрăм, 374-мĕш управ пĕрчи, 8-мĕш листа, 376-мĕш управ пĕрчи, 74-75-мĕш листасем (тÿнтерĕ), 469-мĕш управ пĕрчи, 56-мĕш листа (пурне те 1974-мĕш çулта çырса илнĕ).
- ^ Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ. Улӑп: Чӑваш эпосӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1996. — 573 с. (сăмахран, 59-мĕш страницăна пăхма пулать)
- ^ Фоменко И. К., Щербакова Е. И. Западный след «Казанского дракона» = The Western Trail of the “Kazan Dragon” // Золотоордынская цивилизация : Журнал. — Казань: Институт истории имени Шигабутдина Марджани Академии наук Республики Татарстан, 2017. — № 10. — С. 378—389. — ISBN УДК 929.6+347.189.7. — ISSN 2409-0875 2308-1856, 2409-0875
- ^ СОСТОЯЛАСЬ ПРЕМЬЕРА СПЕКТАКЛЯ "КĔМĔЛ ТУМЛĂ ÇАР" ("СЕРЕБРЯНОЕ ВОЙСКО") — ЧЕБОКСАРЫ.РУ Информационный сайт столицы Чувашии [16+]
- ^ Итоги викторины по книге Марины Карягиной «Кĕмĕл тумлă çар = Серебряное войско = Silver army» — Официальный портал органов власти Чувашской республики.
Каçăсем
- Спектакль "Кĕмĕл тумлă çар". Ч.1 çинче
- Спектакль "Кĕмĕл тумлă çар". Ч. 2 çинче
- Спектакль "Кĕмĕл тумлă çар". Ч. 3 çинче
- Спектакль "Кĕмĕл тумлă çар". Ч. 4 çинче
- Спектакль "Кĕмĕл тумлă çар". Ч. 5 çинче
- «Кĕмĕл тумлă çар» (Серебряное войско) çинче
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |