Лаç
Çак страницăна тĕплĕн лайăхлатмалла. Тен, ăна викилемелле, хушмалла е тепĕр хут çырмалла.
Сăлтавсене ăнлантарни — [[РУВИКИ:Лайӑхлатмалла/{{{1}}}#Лаç|РУВИКИ:Лайӑхлатмалла/{{{1}}}]]. |
.
Лаç, лаçă. — чи анлă пĕлтерĕшпе: хуçалăх, тăвăмлăх тĕллевĕсемпе йĕркеленĕ тата тунă çурт-йĕр е уйрăм пÿлĕм.
Сăмахсартан[1]:
общее название построек производственного назначения
Çавăн пекех вĕтетсе-вакласа янă ытти пĕлтерĕшсем те пулма пултараççĕ: тимĕр лаççи, тимĕрç лаççи, апат лаççи, сăра лаççи, арман лаççи, ÿнерçĕ (художник) лаççи тата ытти те.
Кунсăр пуçне тата ытарлăрах пĕлтерĕшсемпе те пур[2]:
п.п. Пултарулăха аталантармалли, ăсталăха туптамалли вырăн; пĕр-пĕр ĕç хутлăхĕ. Пĕлетĕп, сӳнмĕ лаç — сатирăн çулăмлă лаççи. К-н, 1982, 17 /, 2 с. Ара, «Капкăн» вăл — кулăш лаççи-çке! К-н, 1987, 11 /, 6 с. Политика лаççинче мĕн хăтланнине ăнланакансем... ХС, 1999, 17 /, 3 с. Ăслăлăх лаççи сӳнмен-ха, вутне хурса тăракансем пур. Х-р, 28.04.2000, 2 с. — кадрсен «лаççи» (Х-р, 6.02.2003, 1 с.).