Лебедев Сергей Владимирович

Лебедев Сергей Владимирович – (14.03.1913, Мускав, Раççей империйĕ — 02.04.1990, Мускав, РСФСР, ССРП) - металлсен физики енĕпе ĕçленĕ ăсчах, физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ.

С. В. Лебедев С. Э. Хайкинпа пĕрле металсенен пысăк тачăлăхлă электричество юхăмĕпе (~106 А/см2) хĕртсен металсен аномаллă термоэлектронла эмиссине тупнă.

Вăрçă пуçлансан фронта кайнă, анчах та ăна 1943 çулта ăслая ĕçе кĕртмешкĕн электропромăçлăх ĂТИне Иоффе пуçарнă лабораторине командировкăна янă.

1946-мĕш çулта Сергей Лебедева Курчатов институтне изотопсене уйăрас ĕçе хутшăнма куçарнă. 1947-мĕш çултан ăна металлсен физикине тĕпчеме Леонтович М. А. ĂАФИне (Ăслăх академийĕн физика институчĕ) чĕннĕ.

1967-мĕш çултан вăл Ăслăх академин пысăк температурăсен институчĕнче ĕçленĕ.

Ӑнлантарусем