Ленин Польшăра

Ленин Польшăра (выр. Ленин в Польше) — 1965 çулта «Мосфильм» студипе «Студио» ӲП (Варшава) студинче Сергей Юткевич режиссёр ӳнерленĕ поляк-совет истори-биографи фильмĕ.

Фильм Совет Пĕрлешĕвĕнче пĕрремĕш «сарлакалатни» шутланать. Премьера Мускавра 1966 çулхи акан 14-мĕшĕнче, Варшавăра — 1966 çулхи акан 8-мĕшĕнче иртнĕ.

Сюжет

1914-мĕш çул. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине В. И. Ленина Австри-Хункăри империн поляксен çĕрĕсенчи Карпат умĕнче вырнаçнă «Поронин» ялĕнче кĕтсе илет. Ленин, Н. К. Крупскаяпа тата унăн амăшĕпе — Елизавета Васильевнăпа, кунта эмиграцире. Пĕрремĕш хут вĕсем вăрçăччен икĕ çул маларах пулса курнă. Çак ял Краковран инçе мар, хуларан вĕсем каллех кунта 1914 çулăн çулла пуçланнă чухне куçса килнĕ.

Поронин Раççей империн чиккине çывăххи питĕ лайăх. Анчах та австрияксен вырăнти полицайĕсем тăшманла çĕршыв гражданинĕ Ленина шпион тесе вăрçăн 8-мĕш кунĕнче ареслесе тĕрмене хупнă.

Ленина тĕрмерен хăтарас ĕç фильм сюжечĕн тĕп линийĕ пулать.

Рольсенче

Асăрхавсем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем