Лермонтов (фильм, 1986)

Лермонтов (выр. Лермонтов) — 1986 çулта Мосфильм киностудире Николай Бурляев режиссёр ӳкернӗ совет саманин музыкӑллӑ илемлӗ фильмӗ, камит.

Сюжечӗ

Фильмра Михаил Юрьевич Лермонтовӑн пурнӑҫӗн тӗп тапхӑрӗсене ҫутатса панӑ. Вырӑс поэтне Раҫҫейшӗн пӑшӑрханакан, савӑнӑҫлӑ пӑлхануллӑ, хавхалануллӑ ҫын пек кӑтартнӑ, чунӗнче пӑлхав сӗмӗ пур. Лермонтов пурнӑҫне унӑн гениллӗ сӑвӑ йӗркисенче, тарӑн шухӑшсенче, ҫавӑн пекех хӑюллӑ та чӑрсӑр ӗҫӗсенче палӑртса хӑварнӑ.

Фильмра Лермонтов живопиҫӗпе усӑ курнӑ, вӑл ҫырнӑ чылай хайлавсен сыпӑкӗсем янӑраҫҫӗ: «Демон», «Поэт вилӗмӗ», «Валерик», «Мускав панорами», «Пророк», «Халал» тата ыттисем те.

Сӑнарсене вылянӑ

Фильма ӳкернӗ ушкӑн

Эпиграф пек Белинский Лермонтов ҫинчен каланипе усӑ курнӑ: «…Унӑн пурӑнӑҫӗ йӑлтӑркка метеор евӗр йӑлтӑртатма, хӑй хыҫҫӑн вӑрӑм ҫутӑ пайӑрки, ырӑ шӑршӑ хӑварма, — вара хӑйӗн пӗтӗм илемне ҫухатма пӳрнӗ…».

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем