Лифанов Игорь Романович

Лифа́нов И́горь Рома́нович (ҫур. 1965 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ, Николаев[d]) — раҫҫей актёрӗ, театрта тата кинора вылять.

Пурнӑҫӗ

Вӑл 1965 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче Николаев(выр.)чăв. хулинче (Украина ССР) ҫуралнӑ. Николаеври 25-мӗш шкулта вӗреннӗ. Ашшӗ — Роман Викторович Лифанов, вӑл Ленинградран, блокадӑран пурӑнса тухнӑ, ача ҫуртӗнче ӳснӗ, каярах Николаеври тӑванӗ усрава илнӗ. Амӑшӗ — Лидия Ивановна, 16 ҫулта качча тухнӑ[1].

Ачалӑхӗ кукамӑшӗ патӗнче иртнӗ, ҫав вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ Ҫурҫӗрте ӗҫленӗ. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче милицин ачасен комнатинче шутра тӑнӑ, анчах вӑл вӑхӑтрах унӑн актёр ӑсталӑхӗ палӑрнӑ: сценкӑсем лартнӑ, анекдотсем каласа панӑ[2]. Аслӑ классенче пӗрремӗш юратӑвӗ пирки Культура ҫуртӗнчи Халӑх театрне ҫӳреме пуҫланӑ, унта пӗрремеш хут «Король Лирь» спектакльте Франци патштин рольне вылянӑ[1].

Шкул хыҫҫӑн виҫӗ ҫул Инҫет Тухӑҫра Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ, 1-мӗш статьяри старшина пулнӑ.

1992 ҫулта Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен(выр.)чăв. (Владимир Петров ӑсталӑх лаҫҫи) вӗренсе тухнӑ. Уна пӗрле Дмитрий Нагиев, Борис Хвошнянский тата Ян Цапник вӗреннӗ. Диплом ӗҫӗ — «Горячее сердце» спектакль[3].

Карьери

1991 ҫултанпа кинора ӳкерӗнет, пӗрремӗш роле «Меченые» икӗ сериллӗ фильмра вылянӑ.

1992 ҫулта ӑна Г. А. Товстоногов ячӗллӗ Пысӑк драма театрӗн(выр.)чăв. труппине илнӗ, дебютлӑ роле «Солнечная ночь» спектакльте вылянӑ (режиссёрӗ Тимур Чхеидзе). БДТ-ра 2003 ҫулччен ӗҫленӗ[3].

«Бандитский Петербург» (Колбасов капитан), «Спецназ» (Хрусталёв аслӑ прапорщик), «Дикий» (Александр Диченко), «Пять минут тишины» (Гиреев майор) тата ытти сериалсенчи ролӗсемне вылянӑ хыҫҫӑн халӑх ӑна паллама пуҫланӑ[3][4].

2000-мӗш ҫулсенче нумай ӳкерӗннӗ, хушӑран-хушӑ антрепризӑлла спектакльсенче вылянӑ. 2017 ҫултанпа «Пять минут тишины» популярлӑ сериал-катастрофӑра тата унӑн малалли пайӗсенче Сергей Гиреев («Саид») ролӗнче вылять[5].

2025 ҫулта «Отверженные» боевикра ӳкерӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра франшизӑн тепӗр сезонне — «Пять минут тишины. Леса и реки»(выр.)чăв. (2026 ҫулта тухма палӑртнӑ) — ӳкереҫҫӗ[4][5].

Театрти ӗҫӗсем

Г. А. Товстоногов ячӗллӗ Пысӑк драма театрӗ:

  • «Солнечная ночь» (реж. Тимур Чхеидзе) — дебют

Антреприза спектаклӗсем:

  • «Ночь её откровений» — Мускав комеди театрӗ[4][6]
  • «Двое в лифте, не считая текилы» — Денис Матросов театрӗ[4]
  • «Семейный переполох» — «Миллениум» продюсер центрӗ[4]
  • «Филумена Мартурано»[4]
  • «Зинон. С приветом!» (А. П. Чехов калавӗсем тӑрӑх) — Денис Матросов театрӗ
  • «Авантюра»[4]
  • «Кыся» — Лев Рахлин ертсе пыракан Икӗ столица театрӗ
  • «Женщина над нами» — М-Арт продюсер компанийӗ
  • «Бесконечное начало» (Виктор Понизовӑн «Аз Есмь Тварь» пьеси тӑрӑх) — режиссёр Игорь Лифанов

Фильмографи

Дубляж актёрӗ

Харпӑр пурнӑҫӗ

  • Пӗрремӗш мӑшӑрӗ — пӗр курсра вӗреннӗ Елена Павликова. Виҫӗ уйӑх пӗрле пурӑннӑ[1][2].
  • Иккӗмӗш мӑшӑрӗ — БДТ актриси Татьяна Аптикеева. 13 ҫул пӗрле пурӑннӑ. Ку мӑшӑрланура Анастасия хӗр ҫуралнӑ (1995 ҫ.ҫ.), вӑл та актриса пулса тӑнӑ. Уйрӑлу пуҫаруҫи Лифанов хӑй пулса тӑнӑ, иккӗшне те йывӑр пулнӑ; актёр хальччен те малтанхи ҫемье умӗнче хӑйне айӑпла туять[1][2].
  • Виҫҫӗмӗш мӑшӑрӗ — Елена Косенко. 2003 ҫулта Севастопольре «Спецназ» сериал ӳкернӗ чухне паллашнӑ, 21 ҫулти филолог студентка унта массовкӑна хутшӑннӑ. Хутшӑнусем кайран пуҫланнӑ, 2011 ҫулта Елена ҫие юлни пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн актёр иккӗмӗш арӑмӗнчен уйрӑлнӑ та ӑна качча илнӗ. Ку мӑшӑрланура Алиса хӗрача ҫуралнӑ (2012 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ)[1][2][4].

2025 ҫулта 60 ҫул тултарнине халалланӑ интервьюра актӑр хӑйӗн йӑнӑшӗсене чунтан йышӑннӑ: «Хамӑн хӗрарӑмсемшӗн пурнӑҫри мӗнпур айӑпа эпӗ йӗркеленӗ». Унсӑр пуҫне виҫҫӗмӗш хут авланнӑ хыҫҫӑн ҫемьере темиҫе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ пулин те хӑйне телейлӗ тесе палӑртнӑ[1][2].

2018 ҫулта Крыма ҫӳренишӗн Украина Культура министерстви ӑна «хура списока» кӗртнӗ[4].

Хисепӗсем

  • «Егерь» фильмшӑн «Бригантина» кинофестивалӗн «Чи лайӑх арҫын ролӗ» премийӗ (2004).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 «Я был сволочью»: 60-летний Игорь Лифанов об изменах, трёх браках и слухах о предательстве молодой жены (выр.). TVCenter.ru (31 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Игорь Лифанов: «Я ушёл к молодой, оставив семью, и понял… теперь я могу сказать честно, что счастлив» (выр.). Spleten (22 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Игорь Лифанов (выр.). МТС Live. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Дружба с Нагиевым, слухи об измене жены, театр: как живёт Игорь Лифанов (выр.). NEWS.ru (13 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3 Игорь Лифанов. Фильмография (выр.). kino-teatr.ru (4 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  6. ^ Игорь Лифанов (выр.). Московский Театр Комедии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем