Луис Саэнс Пенья

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Луис Саэнс Пенья
LuisSaenzPeña.JPG
Чӑн ят исп. Luis Sáenz Peña
Çуралнă вăхăт 1822 ҫулхи акан 2-мӗшӗ(1822-04-02)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1907 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ(1907-12-04) (85 ҫул) е 1907 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ(1907-12-10)[1] (85 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Ачисем Саэнс Пенья, Роке[d]
Автограф Автограф ӳкерчӗкӗ
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Луис Саэнс Пенья (исп. Luis Sáenz Peña, 1822 ҫулхи акан 2-мӗшӗ, Буэнос-Айрес1907 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ, Буэнос-Айрес) — Аргентина адвокачӗ тата политикӗ. 1892—1895 ҫулсенче Аргентина президенчӗн пуканне йышӑннӑ. Ашшӗ Роке Саэнс Пенья, 1910—1914 ҫҫ Аргентина президенчӗ пулнӑ.

Буэнос-Айрес университетӗнче юридици пӗлӗвне илнӗ, 1860 ҫулхи конституци пухӑвне хутшӑннӑ. Темиҫе хутчен депутата та, сенатора та суйланнӑ. 1882 ҫулта Буэнос-Айрес провинцин Аслӑ судӗнче пост йышӑннӑ. Каярах провинци банкӗн председателӗ, Юридици ӑслӑлӑхӗсен академийӗн директорӗ пулнӑ, Ҫӗршывӑн Вӗрентӗвӗн Тӗп канашӗнче вырӑн йышӑннӑ.

1892 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче Саэнс Пенья ҫӗршыв президенчӗн пуканне йышӑннӑ. Радикалсем ӑна хирӗҫ вӑйлӑ тӑнине пула 1895 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче вӑл президент вырӑнне пушатнӑ. Влаҫ Хосе Эваристо де Урибуру аллине куҫнӑ, президент вырӑнӗнче вӑл 1898 ҫул вӗҫлениччен пулнӑ.

Луис Саэнс Пеньяна Реколета ҫӑвинче пытарнӑ.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Find a Grave (англ.) — 1996.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Саэнс Пенья, Луис статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '