Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси тӗп шкулӗ

Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси тӗп шкулӗШупашкар муниципаллӑ округӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче вырнаҫнӑ тӗп шкул.

Адресӗ: Шупашкар районӗ, Чӑрӑшкасси ялӗ, Шкул тӑкӑрлӑкӗ, 4-мӗш ҫурт[1].

Директорӗ: Матьянов Александр Вячеславович[1].

Историйӗ

Чӑрӑшкасси тӗп шкулне Хӑймалакассинчи тулли мар вӑтам шкул никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ[2]. Шкул Ҫурҫӗр Кавказра пуҫ хунӑ Пучков Леонид Валерьевич ячӗпе хисепленет.

Хӑймалакассинчи шкула 1905 ҫулта вырӑнти чиркӳ ҫумӗнче уҫнӑ. 1907 ҫулта икӗ ҫул вӗрентекен шкул валли ҫурт туса лартнӑ. 1911 ҫулта пуҫламӑш шкул валли ҫӗнӗ ҫурт хӑпартса лартнӑ[3].

1930-мӗш ҫулсенче (хӑш ҫулхине ку пулса иртни паллӑ мар) ялти чиркӳ вырӑнӗнче ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул туса лартнӑ[2].

Чӑрӑшкассинче вӑтам шкул ҫуртне туса лартсан Хӑймалакассинчи шкул ҫуртне сӳтнӗ[2].

1993 ҫулта Хӑймалакассинчи тулли мар вӑтам шкулӑн ятне Чӑрӑшкасси вӑтам шкулӗ сине улӑштарнӑ[2].

Вӗренекенсем хушшинче ирттерекен район шайӗнчи конкурссенче шкул 5-6-мӗш вырӑнсем йышӑнать. 2006–2007 вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн вӑтам шкулсем хушшинче вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 2007–2008 вӗренӳ ҫулӗсенче 3-мӗш вырӑнта пулнӑ, 2008–2009 вӗренӳ ҫулӗсенче — 2-мӗш вырӑнта[3].

Хальхи вӑхӑтра

Шкул икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, кунта пурӗ 14 вӗренӳ кабинечӗ пур. Ҫавӑн пекех шкулӑн акт залӗ, спорт залӗ, спорт площадки, тренажер пӳлӗмӗ, вулавӑш, ӑсталӑх лаҫҫи, 60 вырӑнлӑ столовӑй, медицина кабинечӗ, ача-пӑча общество пӗрлешӗвӗн кабинечӗ пур. Ҫавӑн пекех шкулта музей вырнаҫнӑ[4].

Вулавӑшра пурӗ 10405 кӗнеке пур, вӗсенчен вӗренӳ кӗнекисем — 1986, илемлӗ литература кӗнекисем — 7637 экземпляр[4].

Ултӑ ялти ачасене шкул автобусӗ турттарать: илсе килет, киле леҫсе хӑварать[4].

Шкулта вӗренекен ачасене вӗри апатпа «Атлашевски» агрофирма» ТМЯП тивӗҫтерет. Ачасене ирхи апатпа (8:40–8:55) тата кӑнтӑрахи апатпа (11:15–11:35) апатлантараҫҫӗ[5].

Сӑнсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Руководство (выр.). Чăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕн "Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Л.В.Пучков ячĕллĕ Чăрăшкасси тĕп шкулĕ» муниципаллă пĕтĕмĕшле вĕрентÿ бюджет учрежденийĕ.
  2. ^ 1, 2 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 443. — 505 с.
  3. ^ 1, 2, 3 Материально-техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса. Доступная среда (выр.). Чăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕн "Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Л.В.Пучков ячĕллĕ Чăрăшкасси тĕп шкулĕ» муниципаллă пĕтĕмĕшле вĕрентÿ бюджет учрежденийĕ.
  4. ^ Организация питания в образовательной организации (выр.). Чăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕн "Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Л.В.Пучков ячĕллĕ Чăрăшкасси тĕп шкулĕ» муниципаллă пĕтĕмĕшле вĕрентÿ бюджет учрежденийĕ.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 443. — 505 с.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем