Майя Бускила
Майя Бускила (урăххисем Майя Бускилла; ивр. מאיה בוסקילה; ҫур. 1977 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ, Нетания[d], Центральный округ[d]) — израиль юрăçи тата актриси. 2004 ҫулта Израильте «Ҫулталӑк юрӑҫи» ятне тивӗҫнӗ[1].
Пурнӑҫӗ
Майя Бускила 1977 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче Нетани хулинче (Израиль) марокко еврейĕсен дина çемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ синагогăра хаззан пулнӑ, амӑшӗ ҫамрӑкла юрланӑ. Саккӑр ҫулта Майя пултарулӑх конкурсӗнче малти вырӑн йышӑннӑ[2]. Пиччӗшӗн ывӑлӗ — паллӑ израиль юрӑҫи тата кĕвĕ ҫыраканӗ Шимон Бускила[2].
18 ҫулта вӑл Helicon Records фирмӑпа килӗшӳ тунӑ[3]. Тӗн ӗненӗвӗ пирки ӑна Израиль хӳтлӗх çарне хӗсмете кайрах тӑма ирӗк пана. 2008 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна ку тӗлӗшпе самай тиркенӗ хыҫҫӑн Бускила хăй ирĕкӗпе кӗске вӑхӑта çара кайнӑ, ҫамрӑксене тӗслӗх кӑтартасшӑн пулнӑ. Ун чухне вӑл 30 ҫулта пулнӑ, ҫавна пула Израиль çарӗн чи ватӑ салтакӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ[4].
Юрласси
Бускилан пысӑк ҫитӗнӗвӗ 2003 ҫулта «Еш бе-либи́ кино́р» (ивр. יש בליבי כינור; «Чӗремре сӗрме купӑс») юрӑ тухнӑ хыҫҫӑн пулнӑ. Халӑх хушшинче палӑрма пулӑшнӑ юрӑ — «Ха-лев» (ивр. הלב; «Чӗре»), ӑна Цвика Пик Мирит Шем-Ор сӑмахӗсемпе хайланӑ[5].
Пӗрремӗш альбомӗ «Сипу́р маху́р» (ивр. סיפור מכור; «Пӑхӑннин историйӗ») 2004 ҫулта тухнӑ та виҫӗ эрнерех «ылтӑн» ятне тивӗҫнӗ[3]. Ҫул вӗҫӗнче Майя Бускила израиль хит-парачӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх «Ҫулталӑк юрӑҫи» пулса тӑнӑ[1].
Малашне юрӑҫ «Ями́м шель ахава́» (ивр. ימים של אהבה; «Юратнӑ кунсем», 2008)[3], «Шове́рет штика́» (ивр. שוברת שתיקה; «Шӑплӑха татса», 2009)[3] тата «Ноше́мет» (ивр. נושמת; «Сывлӑш», 2016)[6] альбомсем кӑларнӑ.
Майя Бускилана Израильтен «Евровидени» конкурса хутшӑнма темиҫе хутчен те сӗннӗ (2009[5], 2011 тата 2012 ҫулсенче).
Кинора тата телевиденире
2005 ҫулта Бускила Менахем Голан израиль режиссёрӗ ӳкернӗ «Юратнӑ кунсем» (ивр. ימים של אהבה) фильмӗнче тӗп роле вылянӑ, ҫавӑн пекех унта вӑл «Рак аль таги́д» (ивр. רק אל תגיד; «Ан калаҫ») юрра шӑрантарнӑ[3].
2009 ҫулта Израиль Телевиденийӗн Иккӗмӗш каналӗнче пыракан «Большой брат VIP» реалити-шоувӗн пӗрремӗш сезонне хутшӑннӑ[5].
Харпӑр пурнӑҫӗ
Дискографи
Фильмографи
Асӑрхарусем
- ^ 1, 2 Амир Каминар. שיטת דירוג ילדותית (ивр.). Ynet (28 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 מה הקשר בין מאיה בוסקילה ושמעון בוסקילה לסטינג וג'סטין טימברלייק? (ивр.). Mako (5 раштавӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 הכירו את מאיה בוסקילה (ивр.). Mako (1 пушӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
- ^ Maya Bouskilla Joins The Army (англ.). OneJerusalem.com (24 акан 2008). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Israel ready to announce Maya for Eurovision 2009? (англ.). ESCToday (6 кӑрлачӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
- ^ Maya Bouskilla (англ.). Spotify. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
- ^ Эран Свиса. [https://www.israelhayom.co.il/article/89463 מאיה בוסקילה ובעלה נ�прош] (ивр.). Israel Hayom (8 ҫӑвӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
- ^ אמרה לו כן: מאיה בוסקילה התארסה לבן зוגה (ивр.). Mako (16 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
- ^ Ифат Халали Авраам, Шимон Ифраген. נגמר: מאיה בוסקילה ועוזי אזולאי התגרשו באופן רשמי (ивр.). Mako (18 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Майя Бускила Internet Movie Database сайтӗнче , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнчи копийӗ
- Maya Bouskilla Joins The Army (акăлч.) (архиври копи)
- «Ямим шель ахава» юррӑн клипӗ RuTube ҫинче