Малышев Юрий Васильевич

Ю́рий Васи́льевич Ма́лышев (1941 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ, Николаевск[d], Волгоград облаçĕ — 1999 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ, Звёздный городок, Мускав облаҫӗ) — совет космонавчӗ, икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ, икӗ Ленин орденӗн кавалерӗ, Индин «Ашока Чакра» орденӗн кавалерӗ.

Пурнӑҫӗ

Юрий Малышев — «Союз Т-2», «Союз Т-11» космос карапӗсен тата «Салют-6», «Салют-7» орбита ӑслӑлӑх тӗпчев комплексӗсен экипажӗсен командирӗ. СССР лётчик-космонавчӗ, полковник.

1941 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче Волгоград облаҫӗнчи Николаевский хула евӗрлӗ поселокра (халӗ Николаевск хули) рабочисен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1964 ҫултанпа КПСС пайташӗ. Таганрог хулинчи 24-мӗш вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ. Совет Ҫарӗнче 1959 ҫултанпа хӗсметре. 1963 ҫулта Харьковри С. И. Грицевец ячӗллӗ аслӑ ҫар авиаци лётчикӗсен училищинчен вӗренсе тухнӑ. СССР Сывлӑш ҫар вӑйӗсен пайӗсенче ӗҫленӗ.

1967 ҫултанпа — совет космонавчӗсен отрядӗнче. 1977 ҫулта Ю. А. Гагарин ячӗллӗ Сывлӑш ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ.

Экипаж командирӗ пулса космоса икӗ хут вӗҫнӗ.

Пӗрремӗш хут — 1980 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗшӗччен Владимир Аксёнов бортинженерпа пӗрле «Союз Т-2» караппа тата «Салют-6» станцийӗнче вӗҫнӗ. Вӗҫев вӑхӑтӗнче карапӑн ҫӗнӗ тытӑмӗсене тӗрӗсленӗ, карапа станципе пӗрлештернӗ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1980 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе, вӗҫев вӑхӑтӗнче палӑрнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Малышев подполковника Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 11442) наградӑланӑ.

1984 ҫулхи акан 3-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен Ю. В. Малышев полковник «Союз Т-11» космос карапӗнче тата «Салют-7» станцинче тӗнчери экипажа (Геннадий Стрекалов бортинженер, Инди космонавт-тӗпчевҫи Ракеш Шарма) ертсе пынӑ. Вӗҫев программине туллин пурнӑҫласа, экипаж Ҫӗр ҫине «Союз Т-10» караппа таврӑннӑ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1984 ҫулхи акан 11-мӗшӗнчи хушӑвӗпе, ӑнӑҫлӑ вӗҫнӗшӗн тата палӑрнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Малышев полковника Ленин орденӗпе тата иккӗмӗш «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 120) чысланӑ.

Космоса вӗҫме пӑрахсан, Ю. В. Малышев 1991 ҫулччен космонавтсен отрядӗнче командирӑн политика пайӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл Ю. А. Гагарин ячӗллӗ Космонавтсене хатӗрлекен центрӑн космонавт-тӗпчевҫи, Совет-Непал туслӑх пӗрлӗхӗн президенчӗ пулнӑ.

1999 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче вилнӗ. Мускав облаҫӗнчи Щёлково районӗнчи Леониха ялӗн масарӗнче пытарнӑ[1].

Ҫар хисепӗсем

  • Лейтенант (1963 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ).
  • Аслӑ лейтенант (1965 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ).
  • Капитан (1968 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ).
  • Майор (1970 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ).
  • Подполковник (1973 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ).
  • Полковник (1980 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ).

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Могила Ю. Малышева. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.

Литература

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.
  • И. А. Маринин, С. Х. Шамсутдинов, А. В. Глушко (составители). Советские и российские космонавты. 1960—2000 / Под редакцией Ю. М. Батурина. — ООО Информационно-издательский дом «Новости космонавтики», 2001. — ISBN 5-93345-003-0.
  • Бардашенко А. Судьба космонавта // Таганрогская правда. — 2008. — 11 апр.

Ссылки