Мамору Мори

Мамору Мори — пӗрремӗш профессиллӗ япун астронавчӗ, хими ӑслӑхӗсен докторӗ; «Индевор» космос челнокӗпе икӗ хут (1992, 2000) вӗҫсе килнӗ.

Кун-ҫулӗ

1948 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Хоккайдо утравӗ ҫинчи Йоити посёлокра ҫуралнӑ. Унтах 1966 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Малалла Хоккайдо Университетӗнче пӗлӳ пухма тытӑннӑ, 1970 ҫулта унта вӑл хими енӗпе ӑслӑлӑх бакалаврӗ, 1972 — магистр пулса тӑнӑ. 1976 ҫулта Мамору Мори Кӑнтӑр Австралинчи Флиндерс университетӗнче хими енӗпе доктор диссертацине хӳтӗленӗ.

1975—1985 ҫулсенче М. Мори Хоккайдо Университетӗнче адъюнкт-профессор вырӑнне йышӑнса ядерлӑ физика енӗпе ӗҫленӗ.

Тӗнче уҫлӑхне вӗҫме хатӗрленни

1985 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Мамору Морине NASDA космоспа усӑ курмалли наци агентстви хатӗрленӗ пӗрремӗш ушкӑнӗнчи виҫӗ япун кандидатӗнчен суйласа илнӗ. Японин Spacelab J ӑслӑлӑх программипе вӗҫме шаттлӑн тӗп экипажне суйланӑ. Карап 1988 ҫулта вӗҫме планланӑ, анчах та «Челленджерпа» пӑтӑрмах сиксе тухнине пула ӑна урӑх вӑхӑта куҫарнӑ.

1990 ҫулта М. Морине ҫав программӑпах вӗҫмелли ҫӗнӗ экипажа суйланӑ, анчах хальхинче — усӑллӑ тиевпе ӗҫлекен специалист пек «Индевор» ҫӗнӗ карап ҫине. Суйланӑ хыҫҫӑн Джонсон ячӗллӗ центрта (Хьюстон) тӗнче уҫлӑхне вӗҫме хатӗрленме тытӑннӑ.

Тӗнче уҫлӑхне вӗҫнисем

Пӗрремӗш вӗҫев «Индеворе» (STS-47) ҫинче

Хӑйӗн пӗрремӗш вӗҫевне 44 ҫулти Мамору Мори 1992 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче «Индевор» (STS-47) космос карапӗпе усӑ куракан специалист пулса вӗҫнӗ. Ку вӑл пӗрремӗш американо-япун вӗҫевӗ, ҫаплах Япони профессиллӗ астронавчӗ космоса пӗрремӗш хут вӗҫни (икӗ ҫул маларах космосра яппун тележурналисчӗ Тоёхиро Акияма пулса курнӑ. 7 ҫынран тӑракан чатӑр экипажӗ Spacelab J орбита модулӗнче ӑслӑлӑх эксперименчӗсен ярӑмне пурнӑҫланӑ, вӗсен ытларах пайне яппун енӗ тӳленӗ. Мамору Мори материалсене тата медикӑпа биологи эксперименчӗсене микрогравитацилес енӗпе опытсем тӑвас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вӗҫевӗн тӑсӑлӑвӗ 7 талӑк та 22 ч 30 мин 23 с пулнӑ.

Вӗҫев хушшинчи ӗҫ-хӗл

1992 ҫулхи юпа уйӑхӗнче М. Морине Цукубри космос центрӗнче NASDA астронавтсен отрячӗн ертӳҫине лартнӑ.

1996—-1998 ҫулсенче Джонсон ячӗллӗ Центрта американ НАСА 16-мӗш набор астронавчӗсемпе пӗрле хатӗрленӳ курсӗ иртнӗ, ун хыҫҫӑн вӗҫев специалисчӗн квалификацине илнӗ. 1998 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче ҫӗнӗ экипажа кайма палӑртнӑ.

Иккӗмӗш вӗҫев «Индеворе» (STS-99) ҫинче

Иккӗмӗш вӗҫеве Мамору Мори 2000 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче вӗҫнӗ. Нимӗҫ астронавчӗ кӗнӗ тӗнче экипажӗн тӗп тӗллевӗ ҫӗр ҫийне радиолокаци топографи ӳкересси пулнӑ. Вӗҫев тӑсӑлӑвӗ 11 талӑк та 5 ч 39 мин 41 с.

М. Мори икӗ космос вӗҫевӗн суммӑллӑ тӑсӑлӑвӗ 19 талӑк та 4 ч 10 мин 4 с.

; Статистика

Вӗҫсем килнисем хыҫҫӑн

Хӑйӗн иккӗмӗш вӗҫевне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн Мамору Морине НАСА астронавтсен пайӗн усӑллӑ нагрузкӑпа пурӑну модулӗсен уйрӑмне лартнӑ, унта вӑл яппун орбита модулӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе ӗҫленӗ.

2007 ҫултанпа М. Мори Токиора вырнаҫнӑ Наци ӑслӑхпа инновацисен аталану музейӗн Miraikan ӗҫтӑвакан директорӗ пулса тӑрать.

Ҫемйи

Арӑмӗ — Акико Нака, мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн виҫӗ ывӑл пур.

Йӑпанусем

Йӗлтӗр, теннис, шыв айӗнче ишесси, бейсбол, конькипе ярӑнасси, шӑнкӑрч, аэробика, ӳнер музейӗсене ҫитсе курасси, вӗҫевсем.

Асӑрхаттарусем

Каҫӑсем

Космос энциклопедийӗ

JAXA сайт ҫинчи астронавт профилӗ

JAXA сайт ҫинчи астронавт профилӗ

НАСА сайтӗнчи астронавт профилӗ

Spacefacts. de

Категори:Япони космонавчӗсем

Категори:Флиндерс университетӗнчен вӗренсе тухнисем

Категорисем