Михалкка (Кемĕр облаçĕ)
Михайловка (выр. Михайловка) — Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевски районĕнчи чăваш ялĕ. Ялта культура çурчĕ, вулавăш, шкул пур. Культура çурчĕнче Аксенов Н.А. ертсе пыракан «Хĕлхем» фольклор ансамблĕ ĕçлет.
Ялăн чăвашла ятне Чăваш Енри пичет материалĕсем тăрăх тупса палăртнă.
Тавралăх
Кемӗр хулине - 220 çх, район центрне — Прокопьевска çитме: 60 çм[4], Трудоармейская станцине станцине 15 çх. Ялпа юнашар Кара – Чумыш тата Инчереп шывĕсем юхаççĕ.
Кунçул
1908-мĕш çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Хусан кĕпернин чăвашĕсем никĕсленĕ. Чи малтанхисем хальхи Тăвай районĕни Енӗш Нӑрваш ялĕнчен пулнă. Ял ятне çак вырăна тупнă Михаила Карзаков ячĕпе çыхăнтараççĕ. 1907-мĕш çулта килнисем Глазковка ялĕ (Кузнецк уесĕн Бачат вулăсĕ) пулнă вырăнта вырнаçма ирĕк илнĕ. Кил-йышпах килнисем хĕл каçма юнашар вырнаçнă Оселки, Еловка, Кара-Чумыш чăваш ялĕсенче юлаççĕ[4]. Ялти шкула 1909-мĕш çулах уçнă.
Вуламалли
- Александрова, В. Кемĕртен - саламсемпе : [Тăвай районĕнчи "Тăвай ен" ансамбль Кемĕр тăрăхĕнчи Прокопьевски районĕнчи Михайловка ялĕ 95 çул тултарнине халланă уява хутшăнни çинчен] / В.Александрова // Ял ĕçченĕ (Тăвай р-нĕ). - 2003. - 15 июля.
- Матвеева, Г. Тăван çĕршыв туртать : [Кĕмĕр облаçĕнчи чăвашсем çинчен] / Г. Матвеева // Хресчен сасси. - 2000.- 29 нарăс
- Прокопьева, Р. "Чăвашсене чăвашла вĕрентмеллех" : [Шупашкарта Кемер облаçĕнчи Прокопьевск районĕнчи чăвашсем пулни çинчен] / Р. *Прокопьева ; H.Лоболев сăн ўкерчĕкĕ // Хыпар. - 2000.- 26 кăрлач.
- Сидоров, П. Хăнара - Кемĕр чăвашĕсем : [Кемĕрте Кузбассри Чăваш обществăпа культура центрĕн председателĕ В.Ф.Антонов тата Михалкка ялĕнчи чăваш халăх хорĕн артисчĕсем Шупашкара килни çинчен] / П.Сидоров // Хыпар. - 2000.- 25 кăрлач.
- Алексин, В. Кемеровские чуваши возвращаются к национальным корням : [о беседе с пред. Кемеров. чуваш. обществ.-культур. центра В.Ф.Антоновым] / В. Алексин // Совет. Чувашия. - 2000.- 26 февр. - С. 2.
- Вадимов, В. Чувашский островок в Кузбассе: [о чувашах Кемеров. обл.] / В. Вадимов // Совет. Чувашия. - 2006. - 13 июля.
Каçăсем
Ӑнлантарусем
- ^ Телефонные коды Кемеровской области (выр.). Справочник "Indexmain". Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Почтовые индексы населённых пунктов Прокопьевского муниципального района (выр.). Сайт "Почтовые индексы России". Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm
- ^ 1, 2 Михайловка на портале "Моя малая родина"