Миягава Иссё
Миягава Иссё (япон 宮川一笑), 1689, 1780) — Япони ӳнерҫи. Укиё-э юхӑмӗн чи чаплӑ пайташӗсенчен пӗри пулнӑ, тӗппипе илсен чиперккесене сӑнарланӑ. Йӑла тӑрӑх ячӗ — Кихэйдзи (яп. 喜平治).
Иссё — унӑн суя ячӗсенчен пӗри, тата ӑна Кохэнсай (яп. 湖辺斎) тата Соган (яп. 蘇丸) тесе чӗннӗ. 1780 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 90-ра е 91-ре вилнӗ.
Кун-ҫулӗ
Вӑл Токиора пурӑннӑ, Миягава Тёсюн ӳнерҫӗн юратнӑ вӗренекенӗсенчен пӗри. Гомосексуаллăх темипе чылай ӳнер ӗҫӗсем хайланӑ.
Пултарулӑхӗ
Вуламалли
- 宮川一笑 (яп.). 思文閣. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- 「宮川一笑」 デジタル版 日本人名大辞典 (яп.). 講談社. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- 「宮川一笑」 朝日日本歴史人物事典 (яп.). 朝日新聞出版. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- Miyagawa Issho (宮川一笑) (Biographical details) (англ.). Британский музей. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ.