Мускав зоопаркĕ

Мускав зоопаркĕ — Европăри чи ватă зоопарксенчен пĕри, Раççей Федерацинче лаптăкĕпе тăваттăмĕш (Ярославль, Ростов-Дон-çинчи тата Çĕн Çĕпĕр) зоопарк. 1864 çулта никĕсне хунă. Çулталăкне 3,5 млн çити çын килсе курать. Килекенсен шучĕпе тĕнчере пĕрремĕш теçеткене кĕрет.

Унăн коллекцинче 1132 чĕрчун тĕсĕ, чĕрĕ экземпляр шучĕ 5000 ытла чун. Раççей Федерацинче пуç зоопаркĕ статуса панă, Евроази зоопаркĕсемпе аквариумĕсен ассоциацин (ЕАРАЗА) штаб-хваттерĕ.

Тĕнчери çутçанталăкри тĕссене тĕпчесси/ пулашасси (реабилитаци тата реинтродукци) проекта хутшăнать, сайра тĕл пулакан чĕрчун тĕсĕсене ирĕкре мар ĕрчетет.

Истори

Мускав зоопаркне Чĕрчунсемпе ӳсентăрансене аклиматизацилес Император Вырăс пĕрлĕхĕ йĕркелесе янă, ăна мăнаçлăн 1864 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе — нарăсăн 12-мĕшĕнче) уçнă. Тĕп инициаторсенчен пĕр - Мускав университечĕн рофессорĕ Анатолий Петрович Богданов. Вăл зоосада «тӳпе айĕнчи чĕрĕ музей» тенĕ. Зоосадăн перремĕш çурт-йĕрне П. С. Кампиони архитектор проекчĕпе тунă. Зоосадăн пĕрремĕш инспекторĕ (директорĕ) пулма Я. Н. Калиновский профессора шаннă[2].

Литература

  • Путеводитель по Московскому зоопарку (под редакцией С. Я. Калмансона). — М., Московский рабочий, 1935. — С. 68.
  • Путеводитель по Московскому зоопарку (под редакцией проф. Б. М. Житкова). — М., Московский рабочий, 1938. — С. 104.
  • Островский Л. В. . — М., Московский зоопарк. — 36 с.
  • Путеводитель по Московскому зоопарку (под редакцией проф. Б. М. Житкова). — М., Московский рабочий, 1940. — С. 175.
  • . — М., Московский рабочий. — 592 с.
  • . — М., Московский рабочий. — 224 с.
  • Сосновский И. П. . — М., Московский рабочий. — 206 с.
  • . — М., Московский рабочий. — 438 с.
  • . — М., Эллис Лак 2000. — 304 с. — ISBN 5-902152-16-X.

Темӑпа ҫыхӑннисем