Вырăс патшалăхĕ

Ку ăнлава Вырăс ĕмпӳлĕхĕ тенипе пăтраштармалла мар

Вырăс патшалăхĕ[1][2] е византи варианчĕпе Раççей патшалăхĕ[3][4][5]1478 - 1721 çулсенчи официаллă ячĕ 1721 çулхи юпан 22-мĕшĕнче Петербургри Виçпĕрлев соборĕнче Петĕр I патшана „император“ титула панă. Çак кунта ĕнтĕ Раççей патшалăхĕ официаллă Раççей империне куçнă.

1547 çулта Пĕтĕм Руç патши тата Аслă Мускав кнеçĕ Иван IV Хаярскерне Патша тесе кăшăлланă, тулли титулпа тивĕçтернĕ: «Аслă хуçа, Турă кăмăлĕпе пĕтĕм Руç патши тата Улатимĕр, Мускав, Новгород, Псков, Рязань, Тĕвер, Югор, Перĕм, Вятка, Пăлхар тата ыттиисен аслă кнеçĕ»[6], каярахпа, Вырăс патшалăхĕн чиккисем сарăлса пынипе, титул çумне «Хусан патши, Аçтăрхан патши, Çĕпĕр патши», «тата Çурçĕрти пĕтĕм çĕршывсен тытăмçи хушăннă»[7].

Титулатура йĕркелĕшĕпе Вырăс патшалăхĕ умĕн Аслă Мускав кнеçлĕхĕ, хыççăн Раҫҫей империйӗ пулнă[~ 1][~ 2][~ 3]. Çапах та тепĕр, историографире ытларах тымар янă, вырăс историне тапхăрлани тăрăх, пĕрлĕ те ирĕклĕ чăмăртаннă Вырăс патшалăхĕ çур ĕмĕр маларах — Иван III Васильевич астулра ларнă чухне çуралнă, çак ĕнтĕ Пĕтĕм Руç патши тутулĕпе çыхăннă.

Вырăс çĕрĕсене пĕрлештерес (çав шутра монголсем тапăннипе Аслă Литва кнеçлĕхĕпе Польша йышне кĕнисене те) тата авалхи вырăс патшалăхне çĕнĕрен тăвас шухăш Вырăс патшалăхĕн историнче çухалман, ăна Раççей империйĕ те малалла тăснă[8][9].

Истори

undefined

XIV—XV ĕмĕрсенче вакланнă вырăс çĕрĕсене темиçе политика центрĕ таврашĕнче пуçтарма тытăннă, юлашкинчен çак процесс чăмăртаннă Вырăс патшалăхĕ патне çитерет, тулашĕнчи политика конкуренчĕсене Руç çĕрĕсеншĕн кĕрешнĕ ĕçре пусарма май парать. Çурçĕр-тухăç Руçе пĕрлештерни Иван III тата Василий III астулра ларнă чухне вĕçленет. Иван III çаплах монгол-тутар пусмăрлăхĕ хыççăн, урта ханне пăхăнма пăрахнă Руçĕн пĕрремĕш суверен-тăрăмçи пулса тăрать. Вăл пĕтĕм Руç хуçи титула йышăнать[10].

Çав. пекех

Комментарисем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Костомаров Н. И., 2004, С. 340..
  2. ^ Крым ханлăхĕ
  3. ^ Раççей тата вырăс 2012 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. // Справочно-информационный портал Грамота.ру − русский язык для всех (www.gramota.ru)(2014 çулхи кӑрлачӑн 15-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  4. ^ Зимин А. А., Хорошкевич А. Л. Россия времени Ивана Грозного. — {{{1}}} м: Наука, 1982.
  5. ^ Перевезенцев С. В. Смысл русской истории. — {{{1}}} м: «Вече», 2004.
  6. ^ Хрестоматия по древней русской литературе / Сост. Н. К. Гудзий — {{{1}}} м: Просвещение, 1973. — С. 296.
  7. ^ Именной царский указ «О титулах царском и государевой печати», 1667. — цит. по Талина Г. В. Предисловие // Царская власть в XVII веке: титулование и положение // образовательный интернет-портал «Слово» (www.portal-slovo.ru) (2013 çулхи раштавӑн 3-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  8. ^ Флоря Б. Н.. . — {{{1}}} м: Индрик. — С. 10. — ISBN 978-5-91674-082-0.
  9. ^ Пашуто В. Т., Флоря Б. Н., Хорошкевич А. Л., 1982.
  10. ^ Пашуто В. Т., Флоря Б. Н., Хорошкевич А. Л., 1982, С. 157.

Литература

Статьяра усă курни

Хушма

Каçăсем


Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующих тегов <ref> группы «~» не найдено соответствующего тега <references group="~"/>

Темӑпа ҫыхӑннисем