Намус

Намус (выр. Намус) — Арменкино киностудире Амо Бек-Назаров режиссёр 1925 çулта ӳкернĕ совет драма-фильмĕ.

Сюжет

Шемахы, XIX ĕмĕрен варри. Куршак тăвакан Айрапетăн ывăлĕ Сейран вăрттăн Бархудар çĕвĕçĕн хĕрне Сусана юратать. Туйчен адат йĕркипе каччăн çураçнă хĕрпе тĕлпулма юрамасть. Кӳршĕсем вĕсем тĕлпулнине асăрхаççĕ. Сейран хĕрĕн чысне пăснă тенĕ суя сăмаха сараççĕ те Сусана пуян купсана Рустама качча параççĕ. Сейран, савнийĕ хăйне сутнине пĕлсен, Сусан унăн пулнă тесе элек сарать. Рустам, хăйне мăшкăлланă тесе, Сусана вĕлерет. Савни вилĕмĕ пирки пĕлсен, Сейран хăй çине алă хурать.

«Намусра» манăн, Ширванзаде хыççăн, ĕмĕрсенче сăвапланнă аттесен «чысĕн» тăнсăр вăйлă туйăм ĕнерлĕвĕн йăла влаçне намăс юпи çине пăтапа çапас килетчĕ…

Рольсенче

Ӳнерлекен ушкăн

Асăрхавсем

Темӑпа ҫыхӑннисем