Нанкин
Нанкин (кит. 南京, пиньинь: Nánjīng, палл.: Наньцзин, "кăнтăр тĕп хули" тесе куçарма пулать.) Китайăн малтанхи тĕп хули, Янцзы юханшыв пуçĕнчи порт, Цзянсу провинцийĕн тĕп хули. Çĕршывăн хĕвелтухăç енче, Шанхайран 260 çухрăмра, çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă. Пысăк промышленнăç тата культура центрĕ. Халăх йышĕ - 8187800 çын (2013 çул валли).
Кун-çулĕ
Хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче Нанкин виçĕ хут Китай патшалăхĕн тĕп хули пулнă:
- 1368 - 1420 ;
- 1928 - 1937 ;
- 1945 - 1949.
Халăх йышĕ
Нанкин - пысăк хула. 2010 çулта хулара 8 миллион çын пурăннă.