Неббиоло
Ампелографи
Неббиоло авалхи сорт. Пĕрремĕш хут Неббиоло ячĕпе 1512 çулта паллă пулнă.
Сарăлни
Небиолло - "килти" сорт. Анчах та тăван çĕрĕнче (Пьемонтпа Ломбарди облаçĕсенче) вăл паха эрех парать. Ют çĕр-шывсенче апатлану эрехĕсене кăна тăваççĕ. Пьемонт облаçĕнче чи чаплă эрехсене Бароло (Barolo) тата Барбареско (Barbaresco) тăрăхсенче тăваççĕ.