Не Хайшэн
Кун-ҫулӗ
Хубэй провинцинчи Цзаоян уесӗнче ҫуралнӑ. Не Хайшэн сакӑр ачаллӑ чухӑн ҫемьере ҫуралнӑ, вӑл улттӑмӗш ача пулнӑ.
Хӑйӗн провинцийӗнчи Аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ. 1984 ҫулта вӗҫев шкулне вӗренме кӗнӗ. Китайӑн Халӑх-ирӗклӗх ҫарӗнче вӗҫевҫӗ-истребитель пулса ӗҫленӗ. Эскадрилья командирӗ, ушкӑн командирӗ, мастер-навигатор пулнӑ. Полковник ҫар званине илсе вӗҫнӗ. Вӗҫев хыҫҫӑн аслӑ полковник, каярахпа генерал-майор ҫар званине панӑ.
1989 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Не Хайшэн вӗҫекен самолетра 4000 метр ҫӳллӗшӗнче взрыв пулнӑ, двигатель чарӑннӑ. Самолёт ӳкме пуҫланӑ.Не Хайшэн ӳкекен самолета 400—500 метр чи ҫӳллӗш таранах тӗрӗслесе тӑма хӑтланнӑ, вара тин катапультӑланнӑ.
Не Хайшэн космонавтсен отрядне 1998 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче КХР чи лайӑх 1500 ытла пилотран суйласа илнӗ. Вӑл «Шэньчжоу-5» караппа Китайӑн пӗрремӗш вӗҫевӗ тӗлне резерв космонавчӗ пулнӑ.
Космос вӗҫевӗсем
Космос вӗҫевне Фэй Цзюньлунпа пӗрле, пилот пулса, «Шэньчжоу-6»(выр.)чăв. карап ҫинче 2005 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗшӗччен вӗҫнӗ. Ҫак космос вӗҫевӗ вӑхӑтӗнче Ан Хайшэн хӑйӗн 41-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Малалла хатӗрленсе ӑна Чжан Сяогуанпа тата Ван Япинпа пӗрле экипажа космос карапӗн командирӗ пулса «Тяньгун-1» станцине вӗҫнӗ ҫӗре кӗртнӗ. Ҫак экипаж «Шэньчжоу-9» карап ҫинче дубляилекенни пулнӑ. Ҫакӑн пек йышпа вӗсем малалла тренировкӑсене тӑснӑ та. 2013 ҫулхи ҫуркунне вӗсене «Шэньчжоу-10» караппа «Тяньгун-1» станцине вӗҫме тӗп экипаж туса лартнӑ[2].
Не Хайшэн хӑйӗн иккӗмӗш космос вӗҫевне 2013 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Шэньчжоу-10» карап ҫинче карап командирӗ пулса вӗҫнӗ[3]. Июнӗн 13-мӗшӗнче «Шэньчжоу-10» карапа «Тяньгун-1» орбита модулӗ ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ, ун хыҫҫӑн тайконавтсем станцие (модуль) куҫнӑ, тӗрлӗ ӑслӑлӑх эксперименчӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ[4].
2021 ҫулхи ҫӗртме — авӑн уйӑхӗсенче Не Хайшэн Шэньчжоу-12(выр.)чăв. караппа космос вӗҫевне хутшӑннӑ. 2021 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче вӑл пӗрремӗш хут тӗнче уҫлӑхне тухса ӗҫленӗ[5].
- Статистика[6]
| # | Старт карапӗ |
Старт, UTC | Экспедици | Анса лармалли карап |
Анса ларни, UTC | Вӗҫев | Уҫӑ космоса тухни |
Уҫӑ космосри вӑхӑт |
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1 | Шэньчжоу-6 | 12.10.2005, 01:00 UTC | Шэньчжоу-6 | Шэньчжоу-6 | 16.10.2005, 20:32 UTC | 04 талӑк та 19 сехет те 32 минут | 0 | 0 |
| 2 | Шэньчжоу-10 | 11.06.2013, 09:38 UTC | Шэньчжоу-10, Тяньгун-1(3) | Шэньчжоу-10 | 26.06.2013, 00:07 UTC | 14 кун та 14 сехет те 29 минут | 0 | 0 |
| 3 | Шэньчжоу-12 | 17.06.2021, 01:22 UTC | Шэньчжоу-12, Тяньхэ | Шэньчжоу-12 | 17.09.2021, 07:34 UTC | 92 кун та 4 сехет те 11 минут | 1 | 5 сехет те 55 минут |
| 111 талӑк та 14 сехет те 12 минут | 1 | 5 сехет те 55 минут | ||||||
Ҫемьери лару-тӑру
Не Хайшэн Цзелина (聂捷琳) качча илнӗ, 1994 ҫулта унӑн Не Тяньсян (聂天翔) ятлӑ хӗр ҫуралнӑ[7].
Не Хайшэн ячӗпе 9517 астероид хисепленет.
Наградӑсем
2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ӑна Ҫурлан 1-мӗшӗн медалӗн иккӗмӗш йышӗпе чысланисен шутне кӗртнӗ[8].
Ӑнлантарусем
- ^ http://www.spacefacts.de/bios/international/english/nie_haishen.htm
- ^ Экипаж китайского пилотируемого космического корабля «Шэньчжоу-10» состоит из трех человек, включая одну женщину-космонавта_CNTV Россия_CNTV Русский. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Lenta.ru: Наука и техника: Космос: Китай запустил «Шэньчжоу-10» с тремя тайконавтами на борту. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Вести. Ru: «Шэньчжоу-10» состыковался с орбитальным модулем. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.
- ^ Astronauts conduct second Chinese space station spacewalk (20 ҫурлан 2021).
- ^ Statistics - Nie Haisheng (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
- ^ 10日神十17时发射 江西女婿聂海胜任指令长 (кит.) (11 ҫӗртмен 2013).
- ^ Xi signs order to confer August 1 Medal on three military individuals, Xinhua (2022-07-27).
Каҫӑсем
- Кун-ҫулӗ
- Nie Haisheng(акăлч.)
- Nie Haisheng(акăлч.)
- Nie Haisheng(акăлч.)