Нинидзе Ия Борисовна

Нини́дзе И́я Бори́совна (груз. ია ბორისის ასული ნინიძე; ҫур. 1960 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ[1], Тбилиси) — совет саманин, Грузин тата Раҫҫейӗн театрпа кино актриси, юрӑҫ. Грузин ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Грузин халăх артисчĕ (1995).

Биографи

Телекурав режиссёрĕпе вырăс чĕлхине вĕрентекен çемьинче Тбилисире çуралса ӳснĕ. Хореографи вĕрентĕшĕнче ăсталăха туптанă. Кинематографа сакăр çулта, Георгий Данелин «Не горюй!» камитĕнче (1968, премьера 1969) Цицино ролĕнче ӳнерленсе кӳленнĕ. 1976 çулта Леонид Квинихидзе режиссёр Флоримон Эрвен «Мадемуазель Нитуш» оперетти тăрăх ӳнерленĕ «Небесные ласточки» телемузыка камитӗнче Дениза де Флориньи рольне янкăр сăнарласа Совет Союзĕнче чапа тухать: вунултă çул тултарнă хĕр пĕвĕпе, пластикăпа, темпераменчĕпе критиксен те, куравçăсен те кăмалне кайнă, ăна пурĕ те пĕр чунлăн çамрăк Одри Хепбёрнпе танлаштарма пуçланă.

1981 çулта С. А. Герасимов ячĕллĕ патшалăх кинематографи институтне (Сергей Бондарчукпа Ирина Скобцева курсĕ) вĕренме кĕнĕ, çак çултах Тбилиссири Грузин Шота Руставели театрĕн труппине ĕçе вырнаçнă. 1997 çулта Мускава пурăнма куçнă, «Летучая мышь» кабаре-театрĕнче ĕçленĕ. 2000 çулта, премьера умĕн репетицире травмăлансан (актриса çине 300 килограмм йывăрăш декораци ӳкнĕ), сценăна хăварма тивнӗ.

Актриса вылянӑ юлашки роль «Ют юн» (2018) сериалта Давидӑн амӑшӗн рольне калӑплани пулса тӑнӑ[2].

2012 ҫулта Ия Нинидзен шыҫӑ тупса палӑртнӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ, чире парӑнтарнӑ[3].

Крыма Раҫҫейпе пӗрлештерме пулӑшнӑшӑн Ия Нинидзене 2015 ҫултанпа Украинӑна кӗме чарнӑ.

Хальхи вӑхӑтра соло программӑпа ҫӳрет, телепрограммӑсене, конкурссене, фестивальсене хутшӑнать, кинофильмсемпе сериалсенче ӳкерӗнет[4][5].

Пайăр пурнăçĕ

  • Пӗрремӗш упӑшки — Николоз Шенгелая (Георгий Шенгелая режиссёрпа Софико Чиаурели актрисăн ывăлĕ)
  • Иккĕмĕш упăшки — Сергей Максачёв (актёр, каярах Курск облаҫӗн пуçлӑх ҫумӗ)
    • ывăлĕ — Георгий (юрист)
      • хĕр-мăнук Николь
  • Виççĕмĕш упăшки — Михаил Бученков
    • хĕрĕ — Нино Нинидзе(актриса)
      • ывăл-мăнукĕ — Александр (Сандрик)

Фильмографи

Ҫул Ячӗ Роль
1969 ф Не горюй! Софико Цицино хӗрӗ
(титрта — Ика Нинидзе)
1973 ф Мелодии Верийского квартала Маро
1974 ф Воздушный мост Зеснахе
(Ольга Гаспарова дубльланӑ)
1975 ф Первая ласточка Елене
(Т. Решетникова сасӑланӑ)
1976 ф Настоящий тбилисец и другие Лили
1976 тф Небесные ласточки Дениза де Флориньи (вӑлах Нитуш мадемуазель)
1976 ф Песни над облаками Нафисат
1976 ф Труффальдино из Бергамо болконри хӗр
1977 ф Орех Кракатук Маша
1980 ф Твой сын, Земля Саломэ
1982 ф Слёзы капали куҫне тӗкӗр ванчӑкӗ лекнӗ хӗр
1984 ф Покаяние Гулико
1984 ф Приказано взять живым Софико Долидзе
1984 ф Пять невест до любимой Ирма
1985 ф Любимец публики Генриетта
1985 ф Сделка Мария
1985 ф Как дома, как дела? амӑшӗ
1987 ф Лома мать Зурико
1988 ф Операция «Вундерланд» ташӑҫӑ
1990 ф Яков, сын Сталина Юлия
1997 тф Звёздная ночь в Камергерском МХТ капустникне хутшӑннӑ ҫн
(«Кавказ халӑхӗн сӑнӗ» номер)
1999 с Простые истины Карина Геворкян амӑшӗ
2000 с Марш Турецкого Нино Вахтанговна Симонишвили
2001 с Нина. Расплата за любовь Наталья Ашотовна
2003 ф Прощальное эхо «ярса илекен» инке
2003 с Сыщик без лицензии Майя Георгиевна Арчвадзе
2007 ф Золушка.ru Камилла
(Людмила Гнилова сасӑланӑ)
2008 с Охота на Берию (Александровский сад 3) Нино Теймуразовна Гегечкори
2008 ф Васильевский остров Нана
2010 с Мы объявляем вам войну Гера
2011 ф И не было лучше брата эпизодлӑ
2011 ф Тихая застава Фарида
2012 ф Улыбайся Сӑнар ятне палӑртман
2013 с Море. Горы. Керамзит Офелия
2013 ф Сразу после сотворения мира Нателла Георгиевна Лордкипанидзе, Элли амӑшӗ
2015 ф Ближе, чем кажется (киноальманах) ача ҫурчӗн директорӗ
2015 кӗск. Галоп-апофеоз актриса
2016 ф Лиризмы Сӑнар ятне палӑртман
2017 ф Одноклассницы. Новый поворот Кристина амӑшӗ
2017 с Отель Элеон Радмир арӑмӗ
2018 ф Чужая кровь Давид амӑшӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  2. ^ Чужая кровь (2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Небесная ласточка Ия Нинидзе: тяжелая судьба русской Одри Хепберн. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
  4. ^ Пабауская, 1999.
  5. ^ Сонечкина, 2011.

Каҫӑсем

  • Пабауская, Надежда. .
  • 25-й кадр: Ия Нинидзе. Эхо Москвы (7 раштавӑн 2003). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  • Сонечкина, Александра. Нинидзе Ия Борисовна. RUSactors. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  • Ия Нинидзе. Кино-театр.ру. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.