Нино Катамадзе

Нино Катамадзе (груз. ნინო ქათამაძე; ҫур. 1972 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ, Кобулети, Грузинская ССР[d], СССР) — грузин джаз юрӑҫи тата композиторӗ.

Пурнӑҫӗ

Нино Катамадзе Аджарире, Грузин кӑнтӑр провинцийӗнче ҫуралнӑ. 1990 ҫулта З. П. Палиашвили ячӗллӗ Батум музыка институчӗн (Мурман Махарадзе класӗ) вокал уйрӑмӗнчен вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтра тата институт пӗтерсен тӗрлӗ ушкӑнпа юрланӑ, тӗрлӗ енлӗ музыка проекчӗсене хутшӑннӑ.

1994 ҫултан пуҫласа 1998 ҫулччен сусӑрсемпе социаллӑ хӳтлӗхсӗр артистсене пулӑшу кӳрес енӗпе ыр кӑмӑллӑх обществӑлла фонд йӗркеленӗ. 1999 ҫулта Insight ушкӑнпа пултарулӑх енӗпе ҫыхӑнса ӗҫлеме пуҫланӑ.

2009 ҫулта юрӑҫ икӗ ҫул тӑхтанӑ хыҫҫӑн Азербайджанӑн тӗп хулинче — Бакура — икӗ концерт панӑ.

2010 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Бобби Макферрин «Бобблл» вокал оперӑлла импровизациленӗ Раҫҫей постановкине хутшӑннӑ.

2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Insight ушкӑнпа пӗрле Crocus City Hall концерт залӗнче концерт панӑ.

2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Лондонра «Пурнӑҫ парнеле» ыр кӑмӑллӑх организацине официаллӑ майпа уҫнӑ церемонире тухса юрланӑ[1].

2014 ҫулта Украинӑри Х-фактор шоун пиллӗкмӗш сезонӗн судйи пулса тӑнӑ, Ирина Дубцова вырӑнне йышӑннӑ.

2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Катамадзе Фейсбукри хӑйӗн страницинче урӑх Раҫҫей территорийӗнче концертсем ирттерменни пирки пӗлтернӗ, «нихӑҫан та вырӑсла юрламан» тесе палӑртнӑ[2]. Ҫакӑ халӑх хушшинче анлӑ шӑв-шав ҫуратнӑ[3]. 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Украинӑри вӑрҫӑ ӗҫӗсене сивлени пирки пӗлтернӗ.

Ансамбль Insight

Катамадзе «Insight» джаз ансамблӗпе ӗҫлет[4], унӑн йышне кӗреҫҫӗ:[5]:

  • Гоча Качеишвили — гитарист, ушкӑна йӗркеленӗскер;
  • Уча Гугунава — бас-гитарист;
  • Давид Абуладзе — барабанщик, перкуссионист;
  • Гия Челидзе (сасӑ режиссёрӗ).

Дискографи

Альбомсем

  • Nino Katamadze & Insight (2003), переиздан как Black (2006)
  • Ordinary Day (2004), переиздан как White (2006)
  • Blue (2008)
  • Red (2010)
  • Green (2011)
  • Yellow (2016)

DVD

  • Русалка (2008)
  • Red Line (2010)

Фильм саундтрекĕсем

  • Яблоко
  • Оранжевое небо
  • Дорога к Спасителю
  • Русалка
  • Жара (2006)
  • Инди (2007)
  • Домовой (2008)
  • Трасса М8 (2008)
  • Убить Короля (2008)
  • Любовь с акцентом (2012)
  • Без границ (2015)
  • Коллектор (2016)

Хисепӗсем

  • 2002 — Ҫулталӑкри чи лайӑх юрӑҫ, «Оваци» призӗ, Грузи
  • 2002 — Ҫулталӑкри юрӑсен авторӗ тата юрлаканӗ, Грузи
  • 2002 — Чи оригиналлӑ юрӑшӑн паракан приз, Грузи
  • 2003 — Ҫулталӑк сӑн-пичӗ, Грузи
  • 2003 — Ҫулталӑкри чи лайӑх юрӑҫ, «МЕГА» приз, Грузи
  • 2003 — Ҫулталӑкри чи лайӑх вокалпа инструменталла ансамбль (Нино Катамадзе тата Insight), «Оваци» приз, Грузи
  • 2004 — Музыкӑна тӳпе хывнӑшӑн «Одзэла» ятарлӑ приз, Грузи
  • 2011 — «Сияние» президент орденӗ, Грузи

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем