Ноктюрн (фильм)

«Ноктюрн» (лат. Noktirne), СССР, 1966 — интернационал бригадин текĕрчĕ Жан Грива хайланă калавĕн мотивĕпе ӳнерленĕ пĕр ятлă илемлĕ фильм, вăрçă драми.

Сюжет

Испанири граждан вăрçин юлашки этапĕ. Республикансен çарĕ Пиренейсем лешьенне каçса кайнă. Ăнсăртран интернационалист-латыш Жорж тата медсестра-француженка Иветта тĕл пулаççĕ. Пĕр-пĕрне тӳрех савса илеççĕ, анчах вăрçă тăвăлĕ вĕсене уйăрса ярать. Иветта чикĕ урлă каçса тăван çĕршывне çитет, Жорж вара концлагере лекет.

Темиçе çул иртет. Францие нимĕç çарĕсем оккупациленĕ. Пĕчĕк марсель ресторанĕнче лагерьтен тарнă Жорж савнине тĕл пулать. Иккĕшĕ те партизансем патне каяççĕ. Отряд çар ĕçне тума кайсан лагере карательсем атакăлаççĕ. ВХаяр çапăçура Иветта пуçне хурать.

Пултарулăх ушкăнĕ

Асăрхавсем