Н.И. Кузьмин ячĕллĕ Аслă Арапуç халăх музейĕ
Н. И. Кузьмин ячӗллӗ Аслă Арапуç халăх музейӗ (выр. Первомайский народный краеведческий музей им. Н.И. Кузьмина) — Чӑваш Республикин Патăрьел муниципаллӑ округӗнчи Аслă Арапуç ялĕнче вырнаçнă краеведени музейӗ[1].
Малтан Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ Аслӑ Арапуҫ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул çуртӗнче вырнаçнă пулнӑ, халӗ — Аслӑ Арапуҫ ялӗн культура ҫуртӗнче.
Кунҫулӗ
Музея уçас ĕçе 1957 çулта Первомайски вăтам шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ Кузьмин Николай Иванович пуçланă. Музей валли экспонатсем пухма шкул вĕрентекенĕсем, вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ пулăшнă.
Н. И. Кузьмин ячӗллӗ Аслă Арапуç халăх музейӗ — Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи чи аслӑ музей[2]. Вӑл 1972 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, 1988 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче «халӑх музейӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[3].
1998 çулта Чăваш АССРĕн Министрсен Кабинечĕ хушăвĕпе Первомайски таврапӗлӳ музейĕн ятне Н. И. Кузьмин ячĕллĕ Аслă Арапуç халăх музейĕ ятпа улăштарнă[1].
Музейра яланах тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ, куравсем уҫаҫҫӗ, экскурсисем ирттереҫҫӗ[4].
Экспозицисем
Музейра тӑван ялпа, тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ уйрӑмсем йӗркеленӗ[3]:
- революцичченхи пурнӑҫ ҫинчен;
- ялпа колхоз историйӗ;
- районта ҫуралнӑ ҫыравҫӑсемпе поэтсем;
- ялӑн паллӑ ҫыннисем;
- ял ҫинчен ҫырнисем.
Экспонатсем
Музей фондӗнче 1000 ытла экспонат: чӑваш халӑхӗн ӗҫ, кил-тӗрӗшри хатӗрсем, тум-тир, авалхи ытти япаласем, ял, колхоз, шкул историйӗпе ҫыхӑннӑ фото тата видеоматериалсем, документсем, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем, паллӑ ҫынсен харпӑр япалисем, ҫыру ҫӳретнисем, тӗрлӗ вӑхӑтри укҫа-тенкӗ коллекцийӗ[2].
Почта адресӗ
429364, Чăваш Республики, Патӑрьел муниципаллӑ округӗ, Аслӑ Арапуҫ ялӗ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Батыревская энциклопедия. Том 1 : Первомайский народный музей им. Н.И. Кузьмина (выр.). Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Музеи Батыревского района (выр.). Батыревский муниципальный округ (27 ҫурлан 2002). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Первомайский народный краеведческий музей им. Н.И. Кузьмина (выр.). Чувашский национальный музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Час краеведения «Приданье старины глубокой» в Первомайской с/б (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики (20 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.