ОМОН кунӗ
ОМОН кунӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Росгварди сотрудникӗсен ятарлӑ мобиллӗ (маларах милици) отрячӗсенче (ОМОН) службӑра тӑракан професси уявӗ. Ҫак уява ҫулсерен юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Мускав хулин ШӖМ ГУ ҫумӗнчи ОМОН хӑйӗн уйрӑмне йӗркеленине юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уявлать.
Мускав ШӖМ ГУ ҫумӗнчи ОМОНа 1987 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче, хулапа ҫӗршыври лару-тӑру йывӑрланнӑ вӑхӑтра йӗркеленӗ, ун чухне митингсем ирттересси хӗрӳленсе ҫитнӗ пулнӑ. Ку уйрӑма вӑл вӑхӑтра вӑрӑ-хурахла ӗҫсем ӳссе пынипе кӗрешме кӑна мар, массӑллӑ йӗркесӗрлӗхсене хирӗҫ тӑма та туса хунӑ. Отряда йӗркеленнӗ вӑхӑтра унӑн никӗсӗ пек милицин патрульпе пост службин полкне илнӗ — унӑн анлӑ иртекен культурӑпа спорт мероприятийӗсене ирттернӗ чухне обществӑлла йӗркелӗхе сыхлас ӗҫе йӗркелес опыт пулнӑ.
«Ятарлӑ тӗллевлӗ милици отрячӗсен кунӗн» историйӗ
2002 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен министрӗ Борис Грызлов 190 №-лӗ приказа алӑ пуснӑ, унпа килӗшӳллӗн юпан 3-мӗшӗнче «Ятарлӑ милици отрячӗсен кунне» йӗркеленӗ.
Министр приказӗнче мӗншӗн ҫак куна суйланине ӑнлантарса панӑ:
1988 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче, СССР ШӖМӗн 0206 № хушӑвӗпе пӗрремӗш хут ятарлӑ милици отрядне туса хунӑ. ОМОН-а СССР шутне кӗнӗ тӑватӑ республикӑра йӗркеленӗ, вӗсен йышӗнче КССР, БССР тата УССР пулнӑ, тата РСФСР-ти 14 регионӗнче (ҫав шутра Краснодар УВД-ра, Мособлӗҫтӑвкомра, Леноблхулаӗҫтӑвкомра, Пушкӑрт АССР ШӖМӗнче, Мосхулаӗҫтӑвкомӗн ГУВД-инче, Красноярск крайкомӗнче, Воронеж УВДра, Иркутск, Куйбышев, Новосибирск, Пермь, Ростов, Свердловск, Челепи облӗҫтӑвсемсенче).
Ҫак приказрах Раҫҫей территорийӗнче право йӗркине тытса сыхлас ӗҫре ОМОН уйрӑм вырӑн йышӑннине ҫырса кӑтартнӑ:
Ятарлӑ милици отрячӗ масштаблӑ преступленипе кӗрешме кирлӗ, ШӖМӗн ытти органӗсем унта пӗччен ҫӗнтерме пултараймаҫҫӗ. ОМОН ҫавӑн пек органсене пулӑшса тӑрать, ҫапӑҫура вӗсене хӳтӗлет, хӗҫпӑшаллӑ вӑрӑ-хураха вӑйпа чарать, тӗслӗхрен, террористсем ярса илнӗ ҫуртсене штурмласа, заложниксене ирӗке кӑларса, т. ыт. те… …Професси тӗлӗшӗнчен ОМОН подразделенийӗсем чи мобильлӗ, инкеклӗ лару-тӑру хӑйсен ӗҫне тума хатӗрскерсем, вӗсемпе чи хӑрушӑ преступленисен вӑхӑтӗнче, ушкӑнпа хурахла хӑтланнӑ чухне тата массӑллӑ йӗркесӗрлӗхсем иртнӗ чухне усӑ кураҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ятарлӑ милици отрячӗсем ҫутҫанталӑк кӑларта тӑратнӑ инкек тӑрӑхӗсенче ӗҫлеҫҫӗ, унта общество хӑрушсӑрлӑхӗпе право йӗркине сыхлаҫҫӗ, ҫапӑҫура криминаллӑ милицие тата ытти милици органӗсене хӗҫ-пӑшаллӑ хурахсене тытса чарма пулӑшаҫҫӗ. ОМОНпа ҫавӑн пекех терроризмла преступленисене чарма, заложниксене ирӗке кӑларма усӑ кураҫҫӗ, т. ыт.
Ҫулсерен Раҫҫейре вун-вун милиционер пурнӑҫӗ татӑлать, вӗсенчен ытларахӑшӗ — ОМОН боецӗсем.
«ОМОН кунӗ» ытти ҫӗршывсенче
Кӑнтӑр Осети: «ОМОН кунне» нарӑсӑн 14-мӗшӗнче 1992 ҫултан пуҫласа паллӑ тӑваҫҫӗ[1].
Беларуҫ Республики: «Ятарлӑ милици подразделенийӗсен (ОМОН) кунне» кашни ҫул чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 1988 ҫултан пуҫласа палӑртаҫҫӗ, ун чухне республикӑра пӗрремӗш Отряда — Минскри ОМОН-а — йӗркеленӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ В Южной Осетии отмечается День ОМОНа (выр.). Regnum (14 нарӑсӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.