Обон (уяв)
Обон (яп. お盆?) е Бон (яп. 盆?) — виҫӗ куна тӑсӑлакан вилнисене асӑнмалли Японири уяв. Яппунсем ӗненнӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтра вилнӗ ҫынсен чунӗсем чӗррисем патне таврӑнса хӑйсен тӑванӗсем патне килсе каяҫҫӗ. Хӑшпӗр чухне ӑна Хунарсен уявӗ те теҫҫӗ — тӗттӗмленсен тӑванӗсем урамра вӗсене ҫакса тухаҫҫӗ, ҫапла май вилнисен чунӗсем хӑйсен килӗ патне ҫул тупма пултарччӑр теҫҫӗ. Хальхи Обонра ӗлӗкхи йӑла-йӗркепе будда йӑлисем ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем уяв никӗсне йӗркелеҫҫӗ. Обон уявӗ патшалӑх шайӗнчи мар пулин те чылай компани хӑйӗн офисӗсене ҫак виҫӗ куна хупса хурать, вӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен тӑван килне таврӑнаҫҫӗ, ҫавна пула транспорт ҫыхӑнӑвӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкет.
Обон — буддистсен чи пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри. Ҫак вӑхӑтра храмсенче сӑваплӑ кӗнекесем вулаҫҫӗ, тӑванӗсем хӑйсен алтарӗсем ҫине чӳклемелли япаласем хураҫҫӗ. Каҫ кӳлӗм парксенче фольклор кӗввипе ирттерекен ятарлӑ ташӑ курма пулать — вӑл бон одори ятлӑ, ҫак ташӑпа халӑх мӑн аслашшӗсен чунӗсене лӑплантарать. Чылайӑшӗ ҫак ташша ташлама юката тӑхӑнать. Уява торо нагаси (яп. 灯籠流し то:ро: нагаси?) ирттерсе вӗҫлеҫҫӗ — ҫурталлӑ хитре хут хунарсем шыв е тинӗс тӑрӑх чунӗсене вилӗмсен патшалӑхне хӑрушсӑр ҫул кӑтартса ҫӳреҫҫӗ.
Ӗлӗкрех Обона уйӑх календарӗпе ҫиччӗмӗш уйӑхӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен уявланӑ. 1873 ҫулта Япони григориан календарӗ ҫине куҫнӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ҫынсем ӑна ҫӗнӗ календарьпе уявлама пуҫланӑ (утӑ уйӑхӗн 13—15-мӗшӗсем), теприсем — ҫурлан 13—15-мӗшӗсенче (ку авалхи кунсене ҫывӑхрах пулнӑран), виҫҫӗмӗшӗсем вара — кивӗ уйӑх календарӗпе. Юлашки вӑхӑтра тӗне тытса пырассине ҫирӗпех пӑхӑнманнине пула ытларах ҫурла уйӑхӗнче ирттерме пуҫланӑ. Унсӑр пуҫне ҫак вӑхӑтра тӳпере метеор юхӑмне сӑнама пулать, вӑл вара вилнисен чунӗсемпе лайӑхрах ҫыхӑнать. Хальхи Японире Обон уявӗн дати ҫӗршывӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче уйрӑлса тӑрать:
- ҫурла, 13–15 (яп. 8月盆 Хатигацу Бон?) — ҫӗршывӑн ытларах пайӗнче;
- утӑ, 13–15 (яп. 7月盆 Ситигацу Бон?) — Токиори хӑш-пӗр районсенче, Иокогамӑра тата Тохокун хӑш-пӗр пайӗсенче;
- кивӗ уйӑх календарӗпе (яп. 旧盆 Кю: Бон?) — ҫурҫӗрте Кантон ҫурҫӗр пайӗнче, Тюгоку, Сикоку, Кюсю, тата Окинавӑн хӑш-пӗр вырӑнӗсенче[1][2].
Уяв мӗнле пулса кайни
«Обон» сӑмах буддистсен Улламбана (дев. उल्लम्बन; яп. 盂蘭盆会, урабонъэ) уявӗн (санскритран куҫарсан кутӑн ҫакӑнса тӑнине пӗлтерет, вӑл вӑйлӑ асапланупа ҫыхӑннӑ) ятне яппунласа кӗскетнинчен пулса кайнӑ. Улламбана-сутрӑра Будда вӗренекенӗ Мокурэн (Маудгальяяну) ҫинчен каласа панӑ, унта вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе усӑ курса вилнӗ амӑшӗпе курнӑҫма шутланӑ. Мокурэн амӑшӗ выҫӑ сывлӑшсен тӗнчине лекнине, унта вӑл хытӑ асапланнине пӗлет. Пӑлханса ӳкнӗскер Будда патне каять те хӑйӗн амӑшне мӗнле ирӗке кӑлармалли ҫинчен ыйтать. Будда ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче ҫуллахи улах кунӗнчен таврӑннӑ чылай манахсене апат-ҫимӗҫпе, техӗмлӗхпе тата хунарсемпе хӑналама сӗннӗ. Будда вӗренекенӗ ҫапла тунӑ та вара амӑшӗ ирӗке тухнӑ[3].
Легендӑпа килӗшӳллӗн, вӑл ҫавӑн пекех амӑшӗ пурӑннӑ чухне хӑйӗншӗн тӑрӑшманнине, тата ӑна валли ырлӑх тӑвас тесе самай асап тӳснине асӑрхама пуҫланӑ. Хӑйӗн амӑшне ирӗке кӑларнӑшӑн хӗпӗртенипе, ырӑ кӑмӑллӑ пулнине пӗлнипе вӑл тав туса ташлама пуҫланӑ. Унӑн ташшинчен Бон одори пуҫланса кайнӑ та тесе шутлаҫҫӗ, ҫак ташӑра мӑн аслашшӗсене асӑнни пур тата вӗсен асапӗсемшӗн тав туни те.
Бон одори
Бон одори (яп. 盆踊り?) — Обон уявӗ вӑхӑтӗнче ташлакан йӑлана кӗнӗ яппун ташши, вӑл мӑн аслашшӗсене хисепленине палӑртать.
Японин кашни регионӗн хӑйӗн кӗвви тата хусканӑвӗсем пур. Кӗвӗ-ҫемӗре чунсемпе е вырӑнти фольклорпа ҫыхӑннӑ ӗнерлевсем пулма пултараҫҫӗ. Ҫавна пула бон одори ӑҫта иртнине кура палӑрмаллах уйрӑлса тӑма пултарать. Японин ҫурҫӗр пайӗ, Хоккайдо, хӑйӗн «Соран буси» (яп. ソーラン節?) юррипе паллӑ. «Токё ондо» юрӑ Токиора (яп. 東京 то:кё:?) йӗркеленнӗ. Сикокури Токусима «Ава-одори» (яп. 阿波踊り?, ҫавӑн пекех ӑна «ухмахсен ташши» те теҫҫӗ) ташӑпа паллӑ, инҫетре кӑнтӑрта вара, Кагосимӑра, «Охара буси» юрлаҫҫӗ.
Бон одори ытларах чухне уяв валли ятарласа туса лартнӑ ягура (яп. 櫓?, тӳрреммӗн куҫарсан «башня» пулать) ятлӑ ҫӳллӗ йывӑҫ ҫурт-йӗр тавра иртекен вӑйӑ карти. Ягура ҫинчен ҫавӑн пекех мусӑкҫӑсемпе юрӑҫсем юрӑ шӑрантармалли вырӑн та. Ташлакансем ягура тавра сехет йӗппине майлӑ та, хирӗҫ те ҫаврӑнма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр ташӑсенче ҫаврӑнакан ен улшӑнма пултарать, апла пулин те ытларах чухне вӑл улшӑнмасть, вӑйӑ карти пӗр еннелле ҫаврӑнать. Вӑхӑтран вӑхӑта ташлакансем ҫаврӑнма пӑрахаҫҫӗ те ягура патне ҫывхарса илеҫҫӗ кайран каялла чакаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ташӑсем, «охара буси» тата «ава одори» пеккисем, хула урамӗсемпе процесси иртнӗ евӗр иртеҫҫӗ.
Уйрӑм регион ташши асӑннӑ тӑрӑхӑн кун-ҫулне тата вӑл мӗнпе палӑрнине сӑнласа пама пултарать. Сӑмахран, Кюсю ҫинчи Микэ ӗлӗкхи шахтӑн «танко буси» (кӑмрӑк кӑларакан юрри) ташӑ хусканӑвӗсем кӑмрӑк кӑларакан шахтёрсен хусканӑвӗсене (чавнине, тиенине, хунарсем ҫакнине…) кӑтартаҫҫӗ. Ташлакансем пурте ҫак хусканусене харӑс тӑваҫҫӗ.
Ташӑ вӑхӑтӗнче ятарлӑ япаласемпе те усӑ курма пултараҫҫӗ: веерсемпе, тэнугуи алшӑллисемпе, кати-кати йывӑҫ шӑтӑрмаксемпе. Тӗслӗхрен, Ямагата префектуринчи «ханагаса одори» ташша чечексемпе илемлетнӗ улӑм шлепкепе ташлаҫҫӗ.
Мусӑк фольклор кӗввипе кӑна ҫыхӑнса тӑмасӑр та пултарать. Бон одори валли хальхи хӑш-пӗр энкӑпа (яппунсен балладисемпе) тата марш валли хатӗрленӗ ритмлӑ кӗвӗсемпе те усӑ кураҫҫӗ, тӗслӗхрен, Японире популярлӑ Покемон аниме ярӑмне вӗҫлекен «покэмон ондо» кӗввипе.
Бон одори йӑлине Муромати тапхӑрӗн вӗҫӗнче халӑх вӑййи пек йӗркеленӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн малтанах ташӑна тӗнпе ҫыхӑнтарни манӑҫа тухма пуҫланӑ, халӗ ӑна ытларах енӗпе ҫуллапа ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ [gojapan.about.com/cs/japanesefestivals/a/obonfestival.htm Obon in Japan] (англ.)(недоступная ссылка — история). About.com Guide. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
- ^ When is Obon? (англ.)(недоступная ссылка — история). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
- ^ The Ullambana Sutra (англ.). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Invitation to Bon Dancing (акăлч.)