Оверчук Алексей Логвинович

Оверчук Алексей Логвинович (ҫур. 1964 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ, Коростышев[d], Житомир облаçĕ) — Раҫҫейри патшалӑх тата политика ӗҫченӗ, экономист. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн Правительство председателӗн ҫумӗ (2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7—13-мӗшӗсенче вӑхӑтлӑха тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ пулнӑ)[1][2].

Унччен маларах 2011 ҫултанпа 2020 ҫулччен РФ Федераллӑ налук службин ертӳҫӗ ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн 2-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1964 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче Житомир облаҫӗнчи Коростышевра ҫуралнӑ.

1986 ҫулта К. А. Тимирязев ячӗллӗ Мускав ял хуҫалӑх академинче «экономиллӗ кибернетика» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ.

1986—1993 — К. А. Тимирязев ячӗллӗ Мускав ял хуҫалӑх академийӗн ял хуҫалӑх промышленность комплекӗн хуҫалӑх механизмне лайӑхлатмалли лабораторийӗн аслӑ лаборанчӗ, кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ пулнӑ.

1992 ҫулта К. А. Тимирязев ячӗллӗ Мускав ял хуҫалӑх академийӗнче «Организация управления кооперативной формой хозяйствования в АПК» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

1993—1994 — Пӗтӗм тӗнче шайӗнче пӗрлехи ӗҫ управленийӗн тӗп специалисчӗ, 1994—1998 ҫҫ. — пӗтӗм тӗнчери ӗҫ управленийӗн уйрӑмӗн начальник ҫумӗ, 1998 ҫулта — Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗр пурлӑхӗпе ҫӗр йӗркелевӗн патшалӑх комитечӗн патшалӑхӑн ҫӗр кадастрӗпе ҫурт-йӗре регистрацилекен управленийӗн ҫурт-йӗр правине патшалӑх регистрацилекен пайӑн пуҫлӑхӗ.

1998 — Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗрӗҫ политики, строительствӑпа коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин Информаципе аналитика управленийӗн пуҫлӑхӗ.

1998—1999 — Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗрӗҫ патшалӑх комитечӗн Информаципе аналитика управленин пуҫлӑхӗ.

1999—2000 — Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗр ыйтӑвӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн Информаципе аналитика управленин пуҫлӑхӗ.

2000 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — Раҫҫейӗн ҫӗр кадастрӗн Федераллӑ службин (Росземкадастр; 2004 ҫулта вӑл Куҫман пурлӑх объекчӗсен кадастрӗн федераллӑ агентстви /Роснедвижимость/ пулса тӑнӑ) ертӳҫӗ ҫумӗ. Роснедвижимостре, каярах Росреестра улӑштарнӑскерте, Михаил Мишустин патшалӑх органӗн ертӳҫи пек хӑйӗн пӗрремӗш вырӑнне йышӑннӑ та, ӑна пӑхӑнса ӗҫлекенни Оверчук пулнӑ[3].

2000 ҫултан пуҫласа 2007 ҫулччен ПНО Европӑри экономика комиссийӗн ҫӗр пурлӑхӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ[4].

2007 ҫулта Михаил Мишустин ертсе пыракан Ятарлӑ экономика зонисене тытса тӑракан федераллӑ агентствӑн пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑнӑ, инвесторсене явӑҫтарас ӗҫсене йӗркеленӗ.

2008–2010 ҫулсенче Мишустин ертсе пыракан UFG Capital Management инвестици компанийӗсен ушкӑнӗнче тӗрлӗ ертӳҫӗ вырӑнӗсене йышӑннӑ.

undefined

2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа — Федерацин налук службин ертӳҫӗ ҫумӗ. Стандартсен тата тӗнче шайӗнчи килӗшӳсен управленийӗн ӗҫне йӗркеленӗ, тӗрӗслесе тӑнӑ. ФНС пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ май вӑл ҫав шутра ведомствӑн тата вырӑнти налук органӗсем автоматикӑллӑ майпа информаципе ылмашӑнасси пирки Раҫҫей алӑ пуснӑ тӗнче шайӗнчи килӗшӳсемпе усӑ курас ыйтусемпе ӗҫлекен методологи тата организаци ӗҫне йӗркелесе тӑнӑ[4].

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа — Раҫҫей Федерацийӗн Правительство председателӗн ҫумӗ. Правительствӑра унӑн яваплӑхӗ шутне Евразиллӗ интеграцийӗн, тӗнчери организацисемпе (СНГ, БРИКС, G20) килӗштерсе ӗҫленин ыйтӑвӗсем кӗреҫҫӗ, ҫавӑн пекех — Правительство Председателӗ хутшӑннипе тӗнче шайӗнчи мероприятисене планласси тата йӗркелесси[5].

2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Оверчук Сан-Францискӑра иртнӗ Азипе Лӑпкӑ океан экономика ҫыхӑнӑвӗн (АТЭС) саммитӗнче Раҫҫей ҫыннисен ушкӑнӗн ертӳҫи пулнӑ, мероприятире сӳтсе явнӑ тӗп ыйтусем климат улшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ[6].

2024 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗнче Михаил Мишустин Патшалӑх Думине правительствӑн ҫӗнӗ йышне пӑхса тухма сӗннӗ, Оверчук унта вице-премьер ӗҫне пурнӑҫламалла пулнӑ[7]. Ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче Патшалӑх Думи ӑна ҫак вырӑнта ҫирӗплетнӗ[8]. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче РФ президенчӗ ӑна ҫак вырӑна лартмалли хушӑва алӑ пуснӑ[9]. Еврази лаптӑкӗнче интеграци тӗлӗшӗнче патшалӑх политикине йӗркелессине халӗ те Оверчук пурнӑҫлать, ҫавӑн пекех унӑн яваплӑхӗ шутне БРИКС-па, Шанхайри пӗрлехи ӗҫ организацийӗпе, «Ҫирӗмӗшӗн ушкӑнӗпе» ӗҫлесси кӗрет[10].

2025 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Тяньцзинри ШОС саммичӗ вӑхӑтӗнче Алексей Оверчук Раҫҫейпе Индин калаҫӑвӗсене хутшӑннӑ[11].

2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗн указӗпе ОБСЕ-ри Раҫҫей председателӗн шайӗнче хӑрушсӑрлӑх енӗпе йӗркелекен Пӗтӗм тӗнчери форумӑн йӗркелӳ комитетне ертсе пынӑ[12].

Хисепӗсем

  • I степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2017 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ) — нумай ҫул хушши пӗр кӑлтӑксӑр патшалӑх службинче тӑнӑшӑн[13];
  • II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2014 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ) — ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата обществӑри хастар ӗҫшӗн[14];
  • I степеньлӗ П. А. Столыпин медалӗ — «нумай ҫул хушши патшалӑхшӑн тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн»[15].

Ҫемье

Унӑн ашшӗ, Оверчук Логвин Алексеевич (1932—2007), Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх экономикин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ. АПШри Раҫҫей Федерацийӗн Элчелӗхӗн ял хуҫалӑхӗ енӗпе атташе пулнӑ[16]. 2007 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче вилнӗ, Мускаври Троекурово масарӗнче пытарнӑ[17].

Унӑн амӑшӗ, Оверчук Нелли Александровна (1936—2009), Пӗтӗм Раҫҫейри агропромышленность комплексӗн техникӑпа экономика тӗпчевӗсен ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче (ВНИИТЭагропромра) ӗҫленӗ[18].

Пурлӑхӗпе тупӑшӗ

2018 ҫулхи декларацире палӑртнӑ тӑрӑх унӑн харпӑрлӑхӗнче пӗтӗмӗшле 2200 м² лаптӑклӑ икӗ ҫӗр лаптӑкӗ, пӗтӗмӗшле 225,6 м² лаптӑк йышӑнакан виҫӗ хваттер тата Ford Focus пӗр ҫӑмӑл автомобиль пур. Ҫав вӑхӑтрах унӑн тупӑшӗ 8 786 378 тенкӗпе танлашнӑ[19].

Мӑшӑрӗ 1 636 351 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн харпӑрлӑхӗнче пӗтӗмӗшле 96 тв. м лаптӑклӑ икӗ хваттер пулнӑ[20].

Кӑсӑклӑ фактсем

Алексей ашшӗн пӗлӗшӗсенчен пӗри, АПШри ҫӗр ӗҫӗн департаменчӗн пайӗн ертӳҫи, Эдгар По тӑхӑмӗ пулнӑ. Оверчукӑн Александр ятлӑ шӑллӗ пур. Вӑл бизнеспа ӗҫленӗ, «Яла ҫӗнетекен партийӗн» (2019 ҫулта пӑрахӑҫланӑ) йӗркелӳҫисенчен пӗри шутланнӑ. Политик МИД-ӑн ведомство ҫуртӗнче вырнаҫнӑ чаплӑ хваттерте пурӑнать. Ҫак куҫман пурлӑхпа хӑй вӑхӑтӗнче унӑн ашшӗне тивӗҫтернӗ[21].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Алексей Оверчук стал вице-премьером России // ИА REGNUM. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ Правительство России переходит в статус и.о. до назначения нового состава (выр.). TACC. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  3. ^ Бессменный заместитель и давняя коллега: вице-премьерами стали двое подчиненных Мишустина // Московский комсомолец. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Новым ответственным за ИТ в России стал давний коллега нового премьера // CNews. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ.
  5. ^ Распределение обязанностей между заместителями Председателя Правительства. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 29-мӗшӗ.
  6. ^ ТАСС, 17 ноября 2023. Оверчук заявил, что тема Украины в начале саммита АТЭС звучала в основном фоново
  7. ^ О чем говорит новая конфигурация российского правительства. РБК (11 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  8. ^ Госдума утвердила Оверчука заместителем председателя правительства. РИА Новости (13 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  9. ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  10. ^ Михаил Мишустин утвердил распределение обязанностей между вице-премьерами. government.ru (17 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ.
  11. ^ Оверчук рассказал о переговорах России и Индии в Тяньцзине. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
  12. ^ Путин назначил Оверчука главой оргкомитета форума коллективной безопасности (2026-01-15). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
  13. ^ Указ Президента Российской Федерации от 12.06.2017 № 266 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» // Собрание законодательства Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ.
  14. ^ Указ Президента Российской Федерации от 25.10.2014 № 680 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» // Собрание законодательства Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ.
  15. ^ Мишустин наградил Оверчука медалью Столыпина П. А. I степени (выр.). ТАСС (17 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
  16. ^ Ю.Н. ВАВИЛОВ В долгом поиске // Книга о братьях Николае и Сергее Вавиловых. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  17. ^ Логвин Алексеевич Аверчук // BillionGraves. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  18. ^ Н. А. Оверчук «Совершенствование организационно-экономических форм агрохимического обслуживания сельского хозяйства» // Biblus. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ.
  19. ^ Алексей Оверчук // Finparty. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ.
  20. ^ Оверчук Алексей Логвинович // Деклатор. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ.
  21. ^ Алексей Оверчук — биография, фото, личная жизнь, новости, вице-премьер, заместитель председателя правительства РФ 2025 24СМИ (выр.). 24СМИ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.