Ольга Кульчынська

Ольга Кульчинская (укр. Ольга Кульчынська; ҫур. 1990 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Ровно) — опера юрӑҫи (сопрано)[1], тӗнчери паллӑ опера сценисем ҫинче юрлать.

Пурнӑҫӗ

Ҫамрӑк ҫулӗсем тата пӗлӳ илни

Ольга Кульчинская Ровно хулинче музыкантсен ҫемйинче çуралнӑ[2]. 2005—2009 çулсенче Р. М. Глиер ячӗллӗ Киеври музыка училищинче «музыка теорийӗ» специальноçпе вӗреннӗ[3]. 19 çул тултарсанах П. И. Чайковский ячӗллӗ Украинӑн наци музыка академийӗнче Мария Стефюк ертсе пынипе юрлама вӗренме пуҫланӑ, 2014 çулта унтан вӗренсе тухнӑ[4]. Академин опера студийӗнче «Юрату пӑхмачӗ» оперӑра Джанетта тата «Фигаро туйӗ» оперӑра Графиня партийӗсене юрланӑ[5].

Пысӑк театра ӗҫлени

2013 çулта Кульчинская Раççейӗн Пысӑк театрӗн Çамрӑксен опера программине кӗнӗ[6]. 2014 çулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл Римский-Корсаковӑн «Патша кинӗ» оперӑра Марфа партине юрласа пуçласа театр сцени ҫине тухнӑ, ҫӗнӗ постановкӑн дирижерӗ Геннадий Рождественский пулнӑ[7]. 2014 çултан пуҫласа 2017 çулччен Кульчинская Пысӑк театрӑн опера труппин солистки пулнӑ, унта Моцартӑн «Фигаро туйӗ» оперӑра Сюзанна, Россинин «Реймса куç-ир» оперӑра Коринна тата Вердин «Риголетто» оперӑра Жильда партийӗсене юрланӑ[8].

Тӗнче шайӗнчи ӗҫӗ

Европӑра юрӑҫ пӗрремӗш хут 2015 çулта Цюрих оперӑри сцени ҫине тухнӑ, унта вӑл Беллинин «Капулеттипе Монтекки» оперӑра Джульетта партине юрланӑ, ҫӗнӗ постановкӑна Кристоф Лой режиссёр лартнӑ. Ку оперӑра вӑл меццо-сопрано Джойс Ди Донато пӗрле юрланӑ, дирижёр пулса Фабио Луизи ӗҫленӗ[9]. 2017/2018 сезонта Кульчинская пилӗк пысӑк опера сцени ҫинче тухса юрланӑ: Парижри Бастили оперинче «Севилья цирюлникӗ» оперӑра Розинӑна калӑпланӑ, Мюнхенри Бавари патшалӑх оперинче «Фигаро туйӗ» çӗнӗ постановкӑра Сюзанна рольне вылянӑ, Рим оперипе Амстердамри Нидерландри наци оперинче Мюзетта сӑнарӗнче юрланӑ. Ҫавӑн пекех Гамбург патшалӑх оперинче Памина партине юрланӑ[10].

2019/2020 сезонта Нью-Йоркри Метрополитен-оперӑра «Богема» постановкӑра Мюзетта партине юрланинчен пуҫланӑ[11]. Ытти пысӑк тухса юрланисен хушшинче — Зальцбург фестивалӗ вӑхӑтӗнче Гендельӗн «Египет патшалӑхӗнчи Юлий Цезарь» оперӑра Клеопатра партине юрлани[12].

Репертуарӗ

  • Сопрано (спектакль «Настройся на оперу»)
  • Марфа («Царская невеста», Н. Римский-Корсаков)
  • Герда («История Кая и Герды», С. Баневич)
  • Мюзетта («Богема» Дж. Пуччини)
  • Сюзанна («Свадьба Фигаро», В. А. Моцарт)
  • Ксения («Борис Годунов», М. Мусоргский)
  • Голос с неба («Дон Карлос», Дж. Верди)
  • Джильда («Риголетто», Дж. Верди)
  • Сопрано («Гадкий утенок», С. Прокофьев, «Байки о Лисе, Утенке и Балде» спектакль)
  • Коринна («Путешествие в Реймс», Дж. Россини, концерт)

Хисепӗсем

  • Тĕнчери И. А. Алчевский ячĕллĕ вокал конкурсĕн лауреачĕ (Гран при, Харьков, 2011 ç.)
  • Тĕнчери Н. В. Лысенко ячĕллĕ конкурсĕн лауреачĕ (I преми, Киев, 2012 ç.)
  • Тĕнчери Бюль-Бюль ячĕллĕ вокал конкурсĕн лауреачĕ (III преми, Баку, 2012 ç.)
  • Тĕнчери Франсиско Виньяс ячĕллĕ вокал конкурсĕн лауреачĕ (I преми; Барселона, 2015 ç.)
  • Тĕнчери Пласидо Доминго ячĕллĕ «Опералия» вокал конкурсĕн лауреачĕ (III преми, Гвадалахара, 2016 ç.)

Ӑнлантарусем

  1. ^ Большой театр 2021 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Olga Kulchynska (англ.). Wiener Staatsoper. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Olga Kulchynska (Performer) (англ.). Opera Online. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ Olga Kulchynska (англ.). Wiener Staatsoper. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Olga Kulchynska (Performer) (англ.). Opera Online. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  6. ^ Olga Kulchynska (англ.). Wiener Staatsoper. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  7. ^ Olga Kulchynska (Performer) (англ.). Opera Online. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  8. ^ Olga Kulchynska (англ.). Wiener Staatsoper. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  9. ^ Olga Kulchynska (англ.). Wiener Staatsoper. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  10. ^ Olga Kulchynska (англ.). Wiener Staatsoper. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  11. ^ Olga Kulchynska (англ.). Wiener Staatsoper. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  12. ^ Olga Kulchynska (англ.). Salzburger Festspiele. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем