Орок чĕлхи
О́рок чĕлхи (ульта, уйльта) — амурçумĕнчи (нани) алтай çемьин тунгус турачĕн тунгус-маньчжур чĕлхисен кĕçĕн ушкăнне ороксен чĕлхи. Раççей Федерацин Сахалин облаҫӗн Поронай тата Ноглик районĕсенче сарăлнă.
2002 çулта ирттернĕ халăх çыравĕпе Раççейре 346 орок пурăннă, вĕсенчен 64-шĕ тăван чĕлхене пĕлнĕ. Ороксем çавăн пекех Японири Хоккайдо утравĕнче пурăнаççĕ, вĕсен унти йышĕ паллă мар.
Орок чĕлхин икĕ диалект пур — çурçĕрти (тухăç сахалин) тата кăнтăрти (поронай). Хоккайдори ороксем кăнтăрти диалектпа калаçаççĕ.
Кириллицăпа йĕркеленĕ çырулăха 2008 çулта кĕртнĕ. Букваре пичетленĕ[1]. Сахалинри пĕр шкулта орок чĕлхипе вĕрентеççĕ.
2008 çулта орок чĕлхи çыруллă пулса тăнă, ун çырулăхне кириллица сасă паллисемпе йĕркеленĕ. Сахалинти пĕр шкулта çак чĕлхене вĕрентеççĕ.
Вуламалли
- К. А. Новикова, Л. И. Сем. Орокский язык // Языки мира: Тунгусо-маньчжурские языки. М., 1997.
Ӑнлантарусем
- ^ Дзиро Икэгами, Е. А. Бибикова и др. . — Южно-Сахалинск: Сахалинское кн. изд-во. — ISBN 978-5-88453-211-3.