Панарина Вера Зиновьевна
Панарина Вера Зиновьевна (1930 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ, Борки, Улатӑр районӗ, Чӑваш АССР — 2002 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ, Восход, Улатӑр районӗ, Чӑваш АССР) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Улатӑр районӗнчи «Стемасский» совхозри ӗне сӑвакан. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1930 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Улатӑр районӗнчи Борки посёлокӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[1]. Шкула вӗренсе пӗтерсен вырӑнти колхоза уй-хир бригадине, унтан сысна фермине ӗҫе вырнаҫнӑ.
1951 ҫулта «Стемасский» совхоза ӗне фермине ӗҫлеме куҫнӑ. Малтан доярка пулӑшаканӗнче ӗҫленӗ — тӗп дояркӑсене лешсен канмалли кун е отпуск чухне улӑштарнӑ. Ҫулталӑк ҫурӑран ӑна тӗп кӗтӗве хушма хатӗрлекен пушмаксен ушкӑнне пухма ирӗк панӑ.
Майӗпен вӗренсе пынӑ, унӑн ушкӑнӗнче сӗт сӑвӑмӗ ӳсме пуҫланӑ. Ҫирӗплетнӗ 25 ӗнерен вӑл ҫулталӑкра вӑтамран 3000-шер килограмм сӗт суса илме пуҫланӑ. Кӗтӳ тирпейлӗхӗпе, тасалӑхӗпе тата самӑрлӑхӗпе палӑрнӑ. Совхозра ветеринар-фельдшерта ӗҫлекен мӑшӑрӗ Иван Панарин ӑна сахал мар пулӑшнӑ.
Валентина Чурикова совхоз зоотехникӗпе ӑратлӑ ӗнесене суйласа аталантарас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ. «Стемасский» совхозӑн ӗнисем Улатӑр районӗнче чи нумай сӗт панӑ.
В. З. Панарина Улатӑр районӗпе тата Чӑваш АССРӗпе ӗне сӑвакансен социализмла ӑмӑртӑвне пуҫарса яракан пулнӑ. 1965 ҫулта вӑл социализмла ӑмӑртӑва хутшӑнса кашни ӗнерен ҫулталӑкра вӑтамран 3406 килограмм сӗт суса илме пултарнӑ.
«Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине аталантарас, производствӑна ӳстерес тата аш-какай, сӗт-ҫу, ҫӑмарта тата ытти продукцие хатӗрлес ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1966 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Вера Зиновьевна Панаринана Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[2].
Малалла та ял хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ[3]. 1986 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухиччен мӑйракаллӑ шултра выльӑх фермин заведующийӗнче ӗҫленӗ[1].
Улатӑр районӗнчи Восход посёлокӗнче пурӑннӑ[4]. 2002 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вилнӗ. Посёлок ҫӑвине пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (22.03.1966),
- Ленин орденӗ (22.03.1966 № 366121),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (22.03.1966 № 11673),
- медальсем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3
Панарина Вера Зиновьевна «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР о присвоении В.З. Панариной звания Героя Социалистического Труда. (выр.). Люди труда - гордость Чувашии (1966.3.22).
- ^ Энциклопедия | Панарина Вера Зиновьевна. enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Панарина Вера Зиновьевна родилась 20 мая 1930 года, работала дояркой, - Презентация 202700-12. 900igr.net. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
Вуламалли
- Вера Панарина (1930-2002) : [Социализмла Ӗҫ Геройӗ ҫинчен] // Хыпар. — 2019. — 15 нарӑс/февраль. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк.
- Краснова, И. Когда труд — радость / И. Краснова // Советская Чувашия. — 1966. — 27 марта.
- Мадебейкин, И. Н. Панарина Вера Зиновьевна / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 313.
- Мадебейкин, И. Н. Панарина Вера Зиновьевна / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 367.. — См. текст
- Панарина Вера Зиновьевна // Ими гордится Чувашия. — Чебоксары, 1987. — С. 90-91.
- Панарина Вера Зиновьевна // Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики. — Чебоксары, 2017. — С. 435.
- Панарина, В. З. Ăмăртар-ха, тусăмăрсем : [Социализмла Ĕç Геройě «Стемасский» совхозри доярка çырăвě] / В. З. Панарина // Коммунизм ялавě. – 1966. – 17 май.
- Степанова, Т. Трудное счастье : [о Герое Соц. Труда В. З. Панариной] / // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, Н. С. Павлов. – Чебоксары, 1971. – С. 154-157 : фот.
- Филин, К. Ровным светом : [о Герое Соц. Труда В. З. Панариной] / К. Филин // Красивые трудом, щедрые сердцем : [очерки] / сост. Н. А. Ургалкина ; ред. – Чебоксары, 1965. – С. 109-117.